10 марта 2010 г.
сăмахсемпе районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ Валентина Курицына уява пуçларĕ. Çак мероприятие кашни çулах, йăлана кĕнĕ тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн, «Весна» ресторанта ирттереççĕ. Кăçал та район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçисем малта пыракан дояркăсене тата выльăх-чĕрлĕх пăхакансене чысларĕç.
Савăнăçлă пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов уçрĕ.
«Сирĕн ĕç чăннипех те яваплă. Паян — ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлемелле. Кăтартусене те кунран-кун ÿстерсе пымалла. Çакна вара ĕçе юратса тăвакан çынсем кăна пурнăçлама пултараççĕ»,— терĕ Георгий Михайлович, пухăннисене саламласа.
Чăн малтанах вăл ял хуçалăхĕнче маттур ĕçлекенсене чĕререн тав туса ырларĕ. Фермăра вăй хуракансен ĕçĕ çăмăл мар. Ир-ирех ура çинче пулмалла, каçченех тăрăшмалла.
Пирĕн район сĕт суса илессипе кашни çулах республикăра малтисен ретĕнче. Апла пулсассăн, дояркăсем чăнах та чыс-сума тивĕçлĕ. Ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальтдинов, агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев чи ĕçчен хĕрарăмсене тăрăшулăх, ăнăçу сунчĕç.
Каярахпа Юрий Сергеевич иртнĕ çул ĕнесенчен чи нумай сĕт сунисене ятран палăртрĕ. 2009 çулта «Чи маттур доярка» ята «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хуракан О.В. Наумова (6950 килограмм), Р.И. Алексеева (6875 килограмм), «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнчи Е.Г.Коновалова (6538 килограмм), М.И.Казикова (6522 килограмм), А.Н.Порфирьева (6092 килограмм), «Асаново» хуçалăхри Л.В.Иванова (6062 килограмм) тивĕçрĕç.
Мероприятире çавăн пекех «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнчи М.Н.Белкова, З.И.Белкова, Л.Н.Никифорова, «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнчи Л.И.Чижикова, И.Н.Белова, В.Н.Павлова, С.Н.Владимирова, В.А.Яковлева, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнчи З.А.Тарасова, Г.А.Герасимова, «Победа» ял хуçалăх кооперативĕнчи В.А.Еремеева, Е.Н.Иванова, «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнчи З.И.Белкова, М.Н.Белкова, Е.Г.Коновалова, М.И.Казикова, В.В.Петрова, В.В.Шикова, «Победа» ял хуçалăх кооперативĕнчи Е.Н.Иванова, В.А.Еремеева, «Заря» ял хуçалăх кооперативĕнчи З.Н.Васильева, Г.В.Чубукова, В.А.Куракова, Р.А.Павлова, «Урожай» колхозри Л.П.Пыркина, «Луч» ял хуçалăх кооперативĕнчи З.П. Анисимова, В.Г.Николаева, Г.В.Фомина, С.В.Никифорова, «Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕнчи З.В.Киргизова, И.Г.Перьева, О.В. Лукиянова, «Искра» колхозри И.А.Лебедева, Л.А.Мукшина, «Родина» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Н.И.Демьянова, Е.Г. Кокшина ĕçчен пулнине палăртрĕç.
«Чи лайăх ферма ертÿçи» ята В.П.Петухова («Асаново» ЯХПК), Л.Л.Немцева («Урожай» колхоз), Л.В.Розова («Дужба» ЯХПК) тивĕçрĕç.
«Чи лайăх зоотехник» ята «Искра» колхозри В.И.Мартынова тивĕç пулнă. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнчи Г.М.Федорова тĕп ветеринари врачĕ чи пултаруллине палăртрĕç. Асăннă çынсене пурне те дипломсем, хаклă парнесем парса чысларĕç.
Уява пухăннисен умĕнче районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем Валентина Тимофеева, Нина Полякова, Лариса Носова тата Виктор Кокшин юрăсем шăрантарчĕç.
Шел пулин те, уявра «Заря» ял хуçалăх кооперативĕпе «Урожай» колхозăн ĕçченĕсем пулаймарĕç. Ман шутпа, ĕçре маттурлăх та хастарлăх кăтартнă хĕрарăмсене çак уява илсе килменни ертÿçĕсене илем кÿмерĕ ĕнтĕ.
Источник: "Каçал Ен"