АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавтапуç сана, анне!

06 марта 2010 г.

 

Кам пире пĕчĕкрен

Ÿстерет савса куллен?

Вăл — анне, тăван анне.

Тавтапуç сана, анне!

Анне... Мĕн тери çывăх çын вăл маншăн. Вăл пире пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Ир-ирех тăрса тутлă апат пĕçерсе çитерет, тумлантарса шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет.

Анне маншăн — чи çывăх та шанчăклă тус-юлташ. Анне, Вера Васильевна Трескина, Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам пĕлÿ Аслă Арапуçĕнче илнĕ хыççăн вăл врача вĕренсе тухнă. Халĕ Шурут больницинче вăй хурать. Ăна пурте хисеплеççĕ, ырăпа кăна асăнаççĕ.

Эпĕ аннене чун-чĕререн юрататăп. Мана юратнă аннен хăмăр тĕслĕ хумлă-хумлă çÿçĕ, ырă та юратса пăхакан ăшă мăшăр куçĕсем, пĕчĕк кăна каçăртарах сăмси, хĕрлĕ тĕслĕ тутисем, çемçе те кăпăшка аллисем килĕшеççĕ. Аннене никампа та, нихăçан та, мĕнпе те ылмаштарас çук. «Аннене суйламаççĕ, ма тесен вăл — пĕрре»,— тесе ахальтен каламаççĕ çав ваттисем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика