06 марта 2010 г.
«Кукамай, кукамайăм»,— тесе чĕнетĕп эпĕ хамăн юратнă çынна. Вăл — Елена Алексеевна Ильина. Манăн ăна ватă тесе те калас килмест, мĕншĕн тесен унăн пичĕ çинче яланах йăл-кулă вылять.
Юратнă çыннăм нумай çул «Урожай» колхозра дояркăра тăрăшнă, унта ĕçлесе пенсие тухнă. Елена Алексеевна хăйĕн ĕçĕнче яланах ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Çавăнпа та ĕнтĕ ăна Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысланă.
Паянхи кун кукамай пĕччен пурăнать пулин те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Çав тери вăр-вар вăл, тем тума та ĕлкĕрет.
Эпĕ ун патне час-часах хăнана çÿретĕп. Нумайччен калаçса ларатпăр вара унпа иксĕмĕр. Вăл мана темĕн те каласа кăтартать, тĕрлĕ сĕнÿпе, канашсемпе пулăшать.
Хаклăран та хаклă çыннăма питĕ юрататăп, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"