АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп чунлă хĕрарăм

06 марта 2010 г.

 

Хирти Шăхасанта çуралса ÿснĕ Елена Васильевна Атласкина яланах мал ĕмĕтлĕ пулнă. Вăл — çемьери 5 ачаран чи кĕçĕнни. Хĕр ача 13 çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă.

Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Тĕрлемесри бухгалтерсен курсне пĕтерет. Ун хыççăн вара «Комсомольский» совхозра бухгалтерта ĕçлеме пуçлать. Ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа Улатăр хулинчи совхоз-техникумран вĕренсе тухать. 20 çул ытла тăрăшать вăл çак ĕçре. Маттур та пултаруллă Лена аппана каярахпа бригадир ĕçне шанса параççĕ.

Комсомольскинче пурăннă май, мăшăрне те çакăнтах тупнă.

«Тĕнчере — çĕр тĕрлĕ кĕнчеле»,— теççĕ халăхра. Паллах, кашни çыннăн пурнăçра кулянмалли, пăшăрханмалли самантсем те пулаççĕ. Ун пек чухне вара чи кирли тата чи хакли — вĕсене парăнтарса малалла талпăнни. Темиçе çул каялла Елена Васильевна çемйине нуша килсе çапать, унăн мăшăрĕ сарăмсăр вилет. Оксана хĕрĕпе иккĕшĕ кăна тăрса юлаççĕ. Паянхи кун Оксана Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Канмалли кунсенче амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿрет, пулăшма васкать.

Пире те, тăванĕсене, Лена аппа пурнăçра тĕрлĕрен сĕнÿ-канаш парать.

Иртнĕ кунсенче Елена Васильевна 50 çул тултарчĕ. Эпир ăна ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика