АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçре киленĕç тупать

06 марта 2010 г.

 

Хальхи вăхăтра чылай çамрăк вĕренсе тухсан хулара тĕпленсе пурăнма кăмăллать. Мĕншĕн тесен унта пурнăç вĕресе тăрать, интереслĕ те. Хулара илĕртÿллĕ пулин те, пурте унта талпăнмаççĕ, тăван тăрăхрах çемье çавăраççĕ, ача-пăча çуратаççĕ.

Тамара Александровна Юманова (хĕр чухнехи хушамачĕ Лукиянова) вĕсен шутне кĕрет. Вăл мĕн пĕчĕкренех шур халатлă ĕçчен пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе Тамара Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти медицина институтне çул тытать. Алла диплом илнĕ специалист тăван ене таврăнать, 1988 çулта районти тĕп больницăна вырнаçать.

«Унпа ĕçлеме питĕ çăмăл. Çамрăксене те сĕнÿ-канашпа пулăшать»,— теççĕ Тамара Александровна неонатолог пирки ĕçтешĕсем. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă врач 22 çул ачасене сиплет. Вăл çынсене яланах ăнланма, нушине пĕрле пайлама тăрăшать. Çавăнпа та ĕнтĕ маттур та пултаруллă тухтăр чыс-хисепе тивĕçнĕ.

Тамара Александровна тăтăшах хăйĕн професси ăсталăхне, тавракурăмне ÿстерет. «Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Т.Юманова иртнĕ çул «Професси тĕлĕшпе чи лайăххи» ята та çĕнсе илнĕ. Ĕçне чунтан парăннă çынна пĕр хутчен мар район пуçлăхĕ, район больницин тĕп врачĕ Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Мăшăрĕпе, Николай Александровичпа, 2 ача пăхса ÿстернĕ. Сергейпе Даша иккĕшĕ те — аслă вĕренÿ заведени-йĕн студенчĕсем. Юмановсем ĕçченлĕхне тата маттурлăхне пула ял-йышра хисепре.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика