АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе çĕнтерĕве çывхартнă

06 марта 2010 г.

Вăрçă вăхăтĕнчи хĕрарăмсем... Мĕн кăна чăтман-ши вĕсем? Мăшăрĕсем фронтра çапăçнă. Вăрçăран кунсерен хурлăхлă хыпарсем килнĕ. Хуйхă-суйхăллă пулсан та пуç усман, çĕнтерĕве тылра туптанă.

Хирти Явăшри Анастасия Григорьевапа (Нестерова) Вера Антонован (Абрамова) кун-çулĕсем пĕр евĕрлех пулнă тесех калама юрать. Çемье çавăрса телейлĕ пурнăç пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни малашнехи тĕллевсене татнă. Наçтук инкепе Вера аппа мăшăрĕсене ялта чи малтан вăрçă хирне ăсатакансем пулнă.

Ял-йыш арçынсене çапăçу хирĕнчен тĕрĕс-тĕкел таврăнма ăнăçу суннă. Хăйсем вара «Пурте фронтшăн, пурте çĕнтерÿшĕн» текен кăмăл-туйăмпа ĕçленĕ. Вăл шутра Наçтук инкепе Верук аппа та. Хурлăхлă хыпар мĕнле хуçса хăварман-ши малтан Наçтук инкене, кайран Верук аппана? А.Григорьеван мăшăрĕ Мускава хÿтĕлесе пуç хунă. В.Антонован упăшки Сталинград хули патĕнчи çапăçусенчен пĕринче аманнă, йывăр сурансене пула вил нĕ.

Тылра пульăсем вĕçмен, снарядсем шăхăрса иртсе çурăлмасан та пĕрре те çăмăл пулман. Ирĕн-каçăн уй-хирте тăрăшнă. Пĕрне асăнса теприне хăварас килмест пулин те, хăшĕ-пĕрисене палăртмаллах. «Красный клевер» хуçалăхри Елена Грибоедова (ачи пĕчĕк пулин те) çулталăкне 280 ĕç кунĕ тунă. Матрена Гончарован 4 ача, пĕринчен пĕри çамрăк. Апла пулин те 208 ĕç кунне пурнăçланă. Паянхи кун хăш-пĕр хуçалăхсенче минимум (çулталăкне 100 ытла кун) тултарайманнисем пур. 2—3 ачаллă В.Маркова, М.Орлова пирки те ыррине çеç асăнмалла. Вăрçă хирĕнче çапăçакансем валли ăшă тумтир, çăмарта, аш-какай тата ытти япаласем те уйăрнă. Хăйсем выçă, япăх тумтирлĕ пулсан та майне тупнă.

Çÿлерех асăннă хĕрарăмсем район энциклопедийĕн II томне кĕме тивĕçлĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика