АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй-хал тапса тăрать

06 марта 2010 г.

 

Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче çулталăк тăршшĕпех ĕçлекенсем çинчен çырма пуçласан вырăссен паллă поэчĕн Н.Некрасовăн поэминчи йĕркесем пуçа кĕреççĕ. Вырăс хĕрарăмĕ çунакан пÿрте те кĕрет, ыткăнса пыракан лашана та чарать. Чăваш хĕрарăмĕсем вĕсенчен мĕнрен кая? Çунакан çурта кĕни е лашана чарни çеç хăйнеевĕрлĕ пултарулăх мар. Тар юхтарса уй-хирте, фермăсенче вăй хураççĕ. Çакă чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем пултарнине çирĕплетмест-шим?

Ялти ача мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿсет. Хирти Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ Зоя Валентиновна Кзыкова та хĕр çулĕсенче çĕвĕç пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та пурнăç çулĕ унăн шухăшне урăх енне пăрнă. Вăл кÿршĕ хĕрĕпе, Зинăпа, Патăрьелĕнчи ПТУна çул тытать. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Хырай Ĕнел ветеринари участокĕнче тăрăшма пуçлать. Çăмăл пулман ĕнтĕ. Темиçе яла çитмелле, унти выльăхсене пăхмалла... Ÿркенмен Зоя Кзыкова. Çил-тăвăл вĕçтерет-и, шăпăртатса çумăр çăвать-и, шартлама сивĕ-и — вăл яланах çул çинче пулнă. Сусăр выльăх пулăшу кĕтет-çке.

17 çул ĕçленĕ Зоя Валентиновна Хырай Ĕнел ветеринари участокĕнче. Вăл çак тапхăрта пурнăçланă ĕçсене килогрампа та, тоннăпа та виçме çук. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те, лăпланса лармасть. Иртен пуçласа каçченех ура çинче. Выльăх-чĕрлĕхе пăхать, анкартинче тăрăшать. Хĕл кунĕсенче те алă усса лармасть.

— Çĕрле пырса шаккасан та çанталăка пăхмасăр пулăшу ыйтакансем патне васкать. Ăна шанатпăр, унăн сĕнĕвĕсемпе канашĕсене шута илетпĕр. Чăннипех те хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист, теççĕ ун пирки Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем.

Мăшăрĕпе, Владимир Ивановичпа, 3 ача пăхса ÿстернĕ. 2 ывăлне 2 хутлă çурт туса панă. Иртнĕ кунсенче Зоя Валентиновна 60 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăй-хал тапса тăрать унра. Малашне те ăнăçу, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика