АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем пуртан тĕнче илемлĕ

06 марта 2010 г.

 

Хĕрарăм — çемье вучахне упраканĕ, çепĕçлĕхпе ачашлăх парнелекенĕ. Вăл çак тивлете пурнăçланипе пĕрлех ытти çĕрте те вăр-вар. Суйласа илнĕ профессипе тăрăшать, обществăлла ĕçе хутшăнать, юрлать, ташлать, пушă вăхăта усăллă ирттерме те май тупать. Районти Хĕрарăмсен обществăлла канашнех илер-ха. Унта чи пултаруллисем ĕçлеççĕ. Канаша ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти культурăпа кану центрĕн организаципе методика службин специалисчĕ Валентина Николаевна Курицына ертсе пырать. Вăхăтĕнче И.А.Никитина, З.В.Каринкина, А.П.Васильева тата ыттисем те хĕрарăмсен канашĕн председателĕсем пулнă.

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн хĕрарăмсен районти совечĕн ертÿçипе Валентина Курицынăпа тĕл пултăмăр.

— Эсир — хĕрарăмсен канашĕн çĕнĕ ертÿçи. Шаннă ĕçе пурнăçлама йывăр мар-и? Умра мĕнле тĕллевсем?

— Хĕрарăмăн йывăрлăхсенчен хăрамалла мар. Пурнăç уттинчен юлмасăр çĕннине алла илмелле, ыттисенчен вĕренсе пымалла. Пур ĕçе те вăр-вар тумалла. Канаша ертсе пыма шаннă пулсан, палăртнине вăхăтра пурнăçламалла. Чи малтанах çулталăк планне хатĕрлесе хуратпăр. Ăна канаш членĕсемпе пăхса тухатпăр, сÿтсе яватпăр. Пурте пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлетпĕр. З.Каринкина, И.Никитина, Л.Шуряшкина, Н.Розова, В.Данилова, В.Тихонова, О.Александрова, Р.Розова мана яланах пулăшса пыраççĕ. Сĕнÿ пани те мĕне тăрать. Кашнин тавракурăмĕ тĕрлĕрен-çке. Çулталăкри анлă мероприятисене пĕччен йĕркелейместĕн. Аннесен кунне, Хĕрарăмсен уявне çÿллĕ шайра ирттересси — пирĕн тивĕç. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, Аннесен кунне культурăпа кану центрĕнче йĕркелерĕмĕр, ял поселенийĕсенчи делегатсене йыхравларăмăр, пысăк концерт пулчĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май чылай мероприяти иртет. Çак уявран та пăрăнмастпăр эпир. «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале хĕрарăм- ветерансене йыхравларăмăр. Паян пурăнакансене пулăшса пырасси те пирĕн тивĕç тесе шутлатпăр. Районта вĕсем сахалăн, улттăн çеç.

— Ĕç районта çеç вĕçленмест пулĕ, ытти çĕре тухса çÿретĕр-и?

— Çулсеренех республикăра Хĕрарăмсен Канашĕн делегачĕсен сьездне ирттереççĕ. Час-часах ЧР Хĕрарăмсен комитечĕ канашлăва пуçтарать. Пĕр-пĕринпе тĕл пулатпăр, ыттисен опычĕпе паллашатпăр, çĕннине вĕренетпĕр. Нумай-нумай ыйтăва сÿтсе яватпăр.

— Мартăн 8-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ, ăна мĕнле йĕркелеме палăртатăр?

— Кашни çулах çурхи праçнике уявлатпăр. Кăçал ăна мартăн 7-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче йĕркелесшĕн, пурне те йыхравласшăн. Кунта «Амăшĕ тата хĕрĕ» конкурс иртет. Унта ял поселенийĕсенчи маттур çемьесем вăй виçĕç. Çавăн пекех нумай-нумай юрă, сăвă, ташă пулĕ.

— Валентина Николаевна, кам вăл сирĕншĕн чăваш хĕрарăмĕ? Мĕнле пулмалла унă?

— Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкренех ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, тутлă апат-çимĕç пĕçерме пултарнипе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Вăл чăвашлăха хăйĕн чĕринче пурнăç тăршшĕпех упрать. Çемье ăшшине тытса пыраканĕ те вăлах. Ачи-пăчине чунне парса пăхать, вĕсем пирки ирĕн-каçăн пăшăрханать. Уншăн пĕрремĕш вырăнта — çемье. Çав вăхăтрах вăл кил-тĕрĕшре ĕçлеме, алĕç тума, ĕçе çÿреме вăхăт тупать. Районти чылай предприятипе организаци ертÿçисем те хĕрарăмсемех. Вĕсен ăсталăхĕ иксĕлми, шухăш-ĕмĕчĕ пысăк, пурнăç çине тĕрĕс пăхни ĕçре ÿсĕмсем тума, аталанма май парать. Ялти механизаторсемпе танах хĕрарăмсем ял хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Пĕр ĕçрен те ÿркенмеççĕ вĕсем.

— Эсир те виçĕ ача амăшĕ, уява мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтетĕр?

— Мăшăрпа, Алексей Георгиевичпа, 24 çул пурăнатпăр. Виçĕ ывăл çитĕнтеретпĕр. Асли, Дмитрий, Хусанта çар службинче. Николай И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университе-тĕнче вĕренет. Кĕçĕнни, Стасик, çемье савăнăçĕ. Вăл — 3-мĕш класс ачи. Кичемленме памасть пире. Уяв ячĕпе мăшăр тата ывăлсем яланах саламлаççĕ, парнепе савăнтараççĕ. Парни те хаклă мар, тимлĕх уйăрни, ăшă сăмах калани темрен те паха. Вĕсем мана кулленхи пурнăçра яланах пулăшса пыраççĕ, ăнланаççĕ. Уншăн тавах.

— Мĕн суннă пулăттăр районти хĕрарăмсене?

— Чунри çепĕçлĕхе, Турă панă илемлĕхе, кил-ăшшине упрама çирĕп сывлăх, телей, юрату сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика