06 марта 2010 г.
Компьютерпа усă курма пĕлсен кирек кам та кирлĕ информацие çăмăллăнах тупма пултарать. Хальхи вăхăтра шкул ачисене, студентсене тата ыттисене валли те эпир компьютер пулăшнипе тĕрлĕ ыйтусене тупса паратпăр.
Пирĕн республикăри пĕтĕм халăха компьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе тĕллевлĕ программа пур. Çавăнпа килĕшÿллĕн, районти тĕп библиотека ĕçченĕсем ĕçсĕррисене, пенсионерсене тата ыттисене компьютерпа усă курма вĕрентеççĕ. Кăмăл пуррисем библиотекăна килсе компьютерпа пичетлеме, Интернета кĕме, кирлĕ информаци тупма вĕренме пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"