06 марта 2010 г.
Ентешĕмĕр, Виçпÿрт хĕрĕ Алевтина Биктимирова каллех чаплă çĕнтерÿпе савăнтарчĕ. Вăл иртнĕ вырсарникун Токиора (Японире) ăмăртнă. Пĕлтĕр те спортсменка çак хуларах марафон чупнăччĕ, финиша 4-мĕш çитнĕччĕ. Хальхинче вара ыттисене самай кая хăварса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак ăмăртăва Раççей спортсменĕсенчен вăл кăна хутшăннă.
«2 сехет те 34 минут та 39 çеккунт — савăнтаракан кăтартăвах мар. Çак дистанцие кунран лайăхрах вăхăтпа та вĕçлени те пулнă. Хальхинче çанталăк сивĕрех пулнăран ыттисене те йывăр килчĕ»,— çапла хуравланă Алевтина.
Источник: "Каçал Ен"