АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г.Ф.ВОЛКОВ, район пуçлăхĕ: ЫРĂ УЛШĂНУ НУМАЙ ПУЛЧĔ

06 марта 2010 г.

Иртсе кайнă çулталăк кăтартăвĕсене тĕплĕ тишкермесĕр кăçал хăш енĕпе ытларах тăрăшмаллине пĕлме çук. Халлĕхе вырăнти самоуправлени депутачĕсен Пухăвĕ районăн 2009 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене çирĕплетеймен-ха. Çапах район пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа шăп çакăн пирки тата ытти ыйтусемпе калаçу пуçартăм.

— Çĕнĕ çула кĕнĕренпе виççĕмĕш уйăх çитрĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра тĕрлĕ цифрăсене танлаштарса пăхса хак памалăх вăхăт пулчех. Геннадий Федорович, каласамăрччĕ, 2009 çулта халăх хуçалăх отраслĕсенчен хăшĕ ăнăçлă ĕçленĕ? Мĕнпе палăрса юлчĕ иртнĕ çул? Хăш енĕпе ĕçлесе çитереймен?

— Пĕлтĕр промышленноç производствин, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăш калăпăшĕ, халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси, ĕç укçин вăтам виçи самаях ÿснипе, налуксемпе сборсем ытларах пуçтарăннипе палăрчĕ. Пĕчĕк предпринимателлĕх те паянхи кун хăй сассине уççăнах парать, рынока тивĕçлипе çĕнсе илсе пырать. 105 пĕчĕк предприятин çулталăкри производство калăпăшĕ (тавар сутни, халăха тÿлевлĕ пулăшу пани ) 662 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Çакă 2008 çулхинчен 82,5 процент нумайрах. Рынока пысăк пахалăхлă таварсемпе тивĕçтерессинче, хушма ĕç вырăнĕсем туса хурассинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унта пĕтĕмпе 1786 çын ĕçлет. Пĕчĕк формăллă предприятисем çывăх вăхăтрах район экономикишĕн шанчăклă тĕрев пулса тăрасси куçкĕрет.

Йывăрлăхсене пăхмасăр, потребительсен рынокĕ малтанхи çулсенче çитнĕ чикĕсенчен каялла чакмасть. Халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерессин пахалăхне лайăхлатассипе татăклă утăмсем пур. Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăш калăпăшĕ 2009 çулта пурĕ 413,9 млн. тенкĕ пулнă е 2008 çулхинчен 1,5 процент ытларах.

Районта пулăшусен рынокĕ те аталансах пырать. Иртнĕ çул 71,9 миллион тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшусем панă.

Шел пулин те, пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртесси малтанхи çулхинчен чакрĕ. 20800 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă е виçĕмçулхинчен 25 процента яхăн сахалрах.

— Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва та уçăмлатса парсамăр.

— 2009 çулта çак отрасльти кăтартусемшĕн те пите хĕретме тивмерĕ. Пĕтĕмпе ял хуçалăх продукцине 1 миллиард та 23 миллион тенкĕлĕх туса илнĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче 2008 çултинчен 13,2 процент — 36,1 пин тонна тырă туса илтĕмĕр. Тухăç 27 центнерпа танлашрĕ. Шел пулин те, пĕлтĕр çĕр улми виçĕмçулхинчен сахалрах туса илнĕ — 71,6 пин тонна. Çакă 2008 çулхин 94,9 проценчĕ чухлĕ кăна, вăтам тухăç вара 174 центнерпа танлашнă. Кĕркунне «иккĕмĕш çăкăра», сутлăх хакĕсем чакса кайнипе, вырнаçтарма пулмарĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пĕлтĕрхи кăтартусам вара аванрах. Мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 4019 тонна аш-какай туса илнĕ, çакă 2008 çултинчен 7 процент нумайрах. Сĕт те ытларах — 29,3 пин тонна илнĕ.

2009 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем 80 миллион тенкĕлĕх 43 единица техника туяннă. Юлашки çулсенче кунашкалли пулманччĕ-ха, çакă чăннипех савăнтарать. Çĕнĕ трактор-машина, агрегатсемпе механизмсем вăхăта, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме май панине хуçалăхсенче ăнланса илнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ комбайнпа вырса çапнă чух тырă сахалрах çухалать.

«Агропромышленноç аталанăвĕ» патшалăх программи те пирĕн тăрăхра аван пурнăçланать. Килти хушма хуçалăхсене аталантарма пĕлтĕр 459 çемье 75 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсем илнĕ. Комсомольски, Александровка тата Урмаел ял поселенийĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастар çак енĕпе.

— Геннадий Федорович, кĕркунне района «Россельхозбанк» УАО правленийĕн председателĕ Ю.Трушин, Чăваш Республикин президенчĕ Н.Федоров килсен Комсомольскинче пахчаçимĕç тирпейлемелли цех тăвасси пирки калаçу пулнăччĕ. Ăна уçни ял хуçалăх продукцине вырăнтах тирпейлес, вырнаçтарас ыйтăва татса пама пулăшăччĕ...

— Тĕрĕсех, пахчаçимĕç типĕтмелли цех район территорийĕнче пулни ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн çеç мар, килте хушма хуçалăх тытакансемшĕн те калама çук пысăк парне пулĕ. Вăл çитес вăхăтрах, март уйăхĕн вĕçĕнче, хута каймалла. Унсăр пуçне, иккĕмĕш черетре — çĕр улмине вакуумлă упаковкăсене тултармалли лини, вăл каярахпа ĕçлеме пуçлĕ. Унта районти ялсенчен çеç мар, кÿршĕ районсенчен те «иккĕмĕш çăкăр» йышăнма май пулĕ. Асăннă производствăна ĕçе кĕртни район бюджетне ытларах тупăш хывма пулăшĕ.

— Геннадий Федорович, Эсир район пуçлăхĕн лавне вуннăмĕш çул туртатăр. Çак хушăра район пурнăçĕнче, çынсенче пулнă палăрăмлă ырă енлĕ улшăнусем çинче чарăнса тăрар-ха.

— Тăхăр çулта районта ырă улшăнусем, асра юлмалли самантсем пайтах пулчĕç, пурне асăнса та пĕтереймĕн. Çапах пĕлтерĕшлĕреххисем çаксем. Пĕрремĕшĕ — пурнăç условийĕсем çулсерен аванланаççĕ. Çутçанталăк газĕ кашни яла, кашни киле çитрĕ. Вăл çынсен пурнăçне пысăк çăмăллăхсем кĕртрĕ, пушă вăхăт хушăнчĕ. Канăва усăллă ирттерме, сывлăха çирĕплетме кăçал физкультурăпа спорт комплексне тума пуçлатпăр. Строительство ĕçĕсем валли республика бюджетĕнчен 50 миллион тенкĕ уйăраççĕ, федераллă хыснаран — 60 миллион тенкĕ. Иккĕмĕшĕ — районти пĕтĕм яла асфальтлă çул çитрĕ. Сиплевпе медицина, культура тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче те реконструкци ĕçĕсем нумай пурнăçланă. Ял ĕçченĕсем пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче сывлăхĕсене тĕрĕслеттереççĕ-сипленеççĕ, моделлĕ библиотекăсемпе клубсен хăтлăхĕпе киленеççĕ, пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Тепĕр ырă палăрăм — ялсен урамĕсене, хуллен пулин те, хăтлăх сăнĕ кĕрет. Чуна савăнтараканни — çынсем те тасалăхпа тирпейлĕхе хăнăхса пыраççĕ, çакă такамшăн мар, хамăршăнах пулнине тахçанах ăнланма вăхăт ĕнтĕ.

Маларах компьютер, интернет организацисенче кăначчĕ, паян çак ăслă техникăпа, çыхăнупа кашни иккĕмĕш килте тенĕ пек усă кураççĕ.

— Çак кунсенче Эсир сумлă юбилей паллă турăр. Геннадий Федорович, 60 çула çитни Сирĕншĕн карьера, ĕç çулĕ вĕçленнине пĕлтермессĕн туйăнать?

— Вăй-халăм çителĕклех, сывлăха ÿпкелеместĕп, районшăн малалла та усăллă ĕçсем тăвас кăмăл пысăк. Комсомольски районĕнчи çынсем ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă, çавăнпа вĕсемпе çăмăл, кирек мĕнле ĕçе пуçăнма, çĕнĕлĕхе алла илме ансат. Каçалсен тараватлăхне ытти çĕртен килекен хăнасем яланах туйса тăраççĕ. Çак енсемшĕн манăн район çыннисене чĕререн тав тăвас, ăнăçу сунас килет. Кашни килте тăнăçлăх, килĕшÿ, сывлăх, тилей хуçа пулччăр.

— Калаçушăн тавтапуç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика