03 марта 2010 г.
Асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине упрасси, вĕсене асра тытасси — çитĕнекен ăрăвăн тивĕçĕ.
Паян, аслă ăрури çынсем пурăннă чухне, вĕсене çырса юлмалла, вĕренмелле.
Кăçал республикăри ача-пăча фольклор ансамблĕсен «Пĕчĕк çеç путене» VI фестивалĕн районти тапхăрне февралĕн 27-мĕшĕнче ирттерчĕç. Фестивале районти шкулсенчи фольклор ансамблĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацире хакларĕç. Вĕренекенсем асламăшĕсемпе аслашшĕсен йăли-йĕркине астăваççĕ. Нумай-нумай уява еплерех ирттернине сцена çинче кăтартса пачĕç вĕсем. Питравра чăваш хĕрĕсем вăййа тухнă, ятарласа илемлĕ тутăр, саппун тĕрленĕ. Вăйăра илемлĕ юрăсене шăрантарнă. Кĕçĕнрех çулхисем тĕрлĕ вăйă вылянă: пуканелле, 12 патакла, лапталла, çĕрĕ валеçмелле... Вĕсене те ачасем сцена çинче туллин сăнларĕç. Çимĕке, çăварние, сурхурие епле уявланине те лайăх пĕлеççĕ ачасем. Ĕлĕх улах ларнă чухне хĕрсем тĕрĕ тĕрленĕ, юрă юрланă, савнийĕсемпе те çакăнтах паллашнă. Каччăсем те çÿренĕ пĕрле улах ларма. Вăхăта савăнса, кулса, выляса ирттернĕ. Ун чухне культура çурчĕсем пулман. Вăйăра, улахра савăннă та яш-кĕрĕм.
Уявра чăваш юрри-ташши çеç мар, вырăс, тутар халăхĕсен юррисем те пулчĕç. Районта тĕрлĕ халăх ачи-пăчи килĕштерсе пурăнать, вĕсем те хăйсен йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Сăмахран, Урмаел вăтам шкулĕн ачисем хур пуснă вăхăта сăнларĕç. Тутарсемшĕн вăл пысăк уявсенчен пĕри шутланать.
Шкулсенчи фольклор ансамблĕсен уяв программи пĕр евĕрлĕрех пулчĕ. Вĕсенчен чыла-йăшĕ ачасен вăййисене кăтартрĕ. Ытти нумай-нумай йăла-йĕркене те сăнлама май пулнă-çке. Пĕтĕмлетÿ тунă чухне жюри членĕсем çакна шута илчĕç. Чи пултаруллисене палăртрĕç. «Патăрьелĕнче иртекен зонăри фестивале Хирти Явăш тĕп шкулĕн ачисем хутшăнаççĕ. Вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи пĕр саманта сăнларĕç. Унта сурхурие ирттерни те, вăрçă хыççăнхи ташă-юрă та нумай пулчĕ. Искусство шкулĕн ташăçисем те кайĕç фестивале. Р.Серенеева (Урмаел), Н.Андреева (Çĕнĕ Мăрат) шăрантарнă юрăсем чи лайăххисем тесе палăртрăмăр»,— терĕ Тамара Долгова аслă методист.
Кĕçĕнрех çулхисенчен Хирти Мăнтăр тата Асанкасси вăтам шкулĕн ачисем — иккĕмĕш, кĕçĕнçĕрпÿелсемпе çĕнĕмăратсем виççĕмĕш пулчĕç.
Аслисен ушкăнĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи «Родные напевы» ушкăн — иккĕмĕш, хырайĕнелсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Ташă коллективĕсенчен «Островок» (кĕçĕннисем), Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Источник: "Каçал Ен"