АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камсен сайчĕ пуянрах?

03 марта 2010 г.

Районти ял поселенийĕсен хăйсен сайчĕсем пур. Вĕсем тĕрлĕ информаципе пуян. Хăшĕсем маттуртарах ĕлеççĕ-ха? Пурĕ февраль уйăхĕнче 433 хыпар лартнă. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕ — лайăх ĕçлекеннисенчен пĕри. Вĕсем иртнĕ уйăхра 57 хыпарпа паллаштарнă. Ун хыççăн шурутсем — 55 информаци, элпуçсен — 54. Хыпарсене мĕнлерех лартнине тишкерес пулсан, пĕр евĕрлĕ ĕçлеменни курăнать. Хăшĕсем уйăх пуçламăшĕнче тăрăшуллăрах, теприсем вĕçнелле çеç вăраннă. Сайтсенчи хыпарсем тĕрлĕрен: кулленхи пурнăçа çутатаççĕ, мероприятисем, праçниксем иртни çинчен пĕлтереççĕ, фотоматериалсем те пур. Пĕчĕк кăлтăксем те çук мар, сăмахран, Комсомольски ял поселенийĕн сайтĕнче «Календарь» тата «Законодательство» пайĕсене çĕнетмеççĕ. Александровкăсем хыпар лартнипех çырлахаççĕ. Кайнлăк ял поселенийĕ ыттисенчен самай кая юлса пырать. Вĕсем 12 хыпар çеç лартма пултарнă.

Малашне пурте тăрăшуллăрах ĕçлессе шанас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика