03 марта 2010 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетлă пухусем вĕçленсе пыраççĕ. Унта хуçалăхсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне тишкереççĕ, хак параççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ.
«Луч» ял хуçалăх кооперативĕнче пуху 10 сехетре пуçланмаллаччĕ. Халăх вара чылай кая юлса пуçтарăнчĕ. Хăшĕ-пĕри пухăвăн çурринче çеç зала кĕчĕ. Çакна мĕнле ăнланмалла? Пĕр-пĕрне хисеплеменни-ши, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çине пÿрне витĕр пăхни-ши? Малашне ун пек ан пултăрччĕ. Палăртнă вăхăта пурте пуçтарăнсан аван. Пĕрле ĕçлекенсене, ертсе пыракансене, специалистсене хисеплемеллех.
Пухăва кооператив ертÿçи Н.М.Иванов уçрĕ. Малтанах специалистсене сăмах пачĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ А.А.Осипов, В.Г.Николаева тата С.А.Грачева ферма заведующийĕсем, тĕп инженер В.Макаров, В.И.Ефремов тĕп бухгалтер трибуна умне тухрĕç. Цифра нумай пулчĕ отчетсенче. Вĕсене залра ларакансенчен хăшĕ те пулин асра тытса юлчĕ-ши? Пĕр «Луч» хуçалăхра çеç мар, ытти çĕрте те çакă курăнать. Кăтартусене ятарлă таблица туса плакатсем çине вырнаçтарса коридора çакса хурсан вырăнлăрах мар-ши; Мана «Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕнчи пуху кăмăла кайрĕ. Унта пуçтарăннисен пу-çĕсене цифрăсемпе çавăрттармарĕç. Иртнĕ çул мĕн енĕпе ĕçлесе çитереймен, мĕн сăлтавпа, хăш енĕпе çитĕнÿ тунă — çакă тата ытти ыйтусемпе татăклăн калаçрĕç, малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç. Хуçалăх правленийĕ кăçал мĕнле ĕçлесшĕн, тĕллевĕсем пирки те сăмах пулчĕ унта. Ку манăн шухăш анчах. Пуху хыççăн «Луч» хуçалăхри хăш-пĕр çынсемпе калаçрăм та, вăл е ку цифрăна ыйтсан пĕри те тĕрĕс хурав параймарĕç.
Специалистсен отчечĕсем хыççăн кооператив председателĕ Н.М.Иванов тухса калаçрĕ. Пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче вăл хуçалăх ăнăçлăрах ĕçлеме пултарнине, кашни çыннăн яваплăха туймаллине палăртрĕ.
Хуçалăх ĕç-хĕлне «вăтам» хак пачĕç. Ял хуçалăх кооперативĕ пĕлтĕр пур енĕпе тенĕ пекех вăтам ĕçлесе пынă. Кашни гектартан 28,9 центнер тĕштырă, 166 центнер çĕр улми туса илнĕ. Ытти культурăсем те япăх мар тухăç панă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсем палăраççĕ. Специалистсен сăмахĕ тăрăх, кооператив ĕçченĕсен тăтăшах тăрăшуллăрах ĕçлемелле.
Хуçалăх иртнĕ çул 2 миллион тенке яхăн таса тупăш илнĕ. Сахал-и ку, нумай-и? Енчен те усламран 40 ытла проценчĕ ĕç укçи çине кайнă пулсан мĕн каламалла? Хуçалăхра ĕçлекенсен кун пирки шутласа пăхмаллах. Çĕнĕ техникăпа пуянланас, пахалăхлă вăрлăх туянас, им-çамсемпе усă курас тесен тата тăрăшуллăрах ĕçлемелле, услам ытларах илмелле. Çакна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та палăртрĕ. «Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакансем ĕçчен, специа-листсем пултаруллă,— терĕ вăл хăй сăмахĕнче. — Тăрăшсан эсир иртнĕ çулхинчен чылай лайăхрах ĕçлеме пултаратăр. Сирĕн пурлăх никĕсĕ те пуян, ытти енĕпе те ĕç-пуç япăх мар». Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.А.Муллин та «Луч» хуçалăх ĕçне начарпах хакламарĕ. Ял çыннисене ăнăçу сунчĕ.
Пухура сăнав совечĕн отчетне итлерĕç.
Ĕçлекенсем тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, кирлĕ йышăнусем турĕç.
Источник: "Каçал Ен"