03 марта 2010 г.
Çынсем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ сăлтава пула харкашаççĕ. Хăшĕ-пĕри тата пуçтахлансах каять. Сăлтавне ăнланмасăрах автан пек сикет.
Акă, 2009 çулхи ноябрь уйă-хĕнче те çакăн евĕрлех пулнă. А. гражданин районти пĕр фермер хуçалăхĕн ертÿçи Л. çынна парăма кĕнине пĕлнĕ. Вăл М-на 14 пин тенкĕ парса татман мĕн. Л.гражданинăн парăма А.-на памалла тесе ăнлантарнă. Л. ют çынна тÿрех укçа-тенкĕ тыттарса яма килĕшмен. Çавăнпа харкашу пуçланнă. Вăл фермер хуçалăхĕн ертÿçине хăратса правленинчен тухса кайнă. Çак каçхинех çĕрле 22 сехетре М. çынсем ертсе килсе Л-на хĕнесе хăварнă, унпа пĕрле пулнă юлташне те лекнĕ ун чухне.14 пин тенкĕ укçана тепĕр кунхине 12 сехетрен кая юлмасăр Комсомольскине илсе пыма хушса вĕсем тухса каяççĕ. Саккуна сĕмсĕррĕн пăснăшăн А. гражданин тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна район судне ярса панă.
Çак лару-тăрăва хутшăнма А.-н нимле сăлтав та пулман. Л.-па М. гражданинсем пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва харкашусăрах татса парайнă. Л. укçа-тенкĕне вăхăтра паманни пирки М. прокуратурăна ыйту çеç çырмалла пулнă.
Источник: "Каçал Ен"