АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун çирĕп ыйтать

03 марта 2010 г.

 

Ялсенче сăмакун тата спирта шывпа хутăштарнă шĕвеке сутса услам тăвакан сахал мар. Вĕсене пулах чылай çемье арканать, нумайăшĕн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлать. Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем паянхи кун наркăмăшлă хаяр шĕвеке сутакансене тытса чарас тесе тĕрлĕ ĕç ирттереççĕ.

Акă, нумаях пулмасть районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем «Суррогат» операци ирттернĕ. Операци вăхăтĕнче наркăмăшлă шĕвек сутакан 2 çынна тупса палăртнă, протокол çырса штрафланă.

Унчченхи çулсенче сăмакун сутакансем штраф тÿленĕ е административлă майпа кăна айăпланнă пулсан, халĕ вара вĕсем пирки уголовлă ĕç пуçараççĕ. Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 218-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, айăплă çынна 2 çул таранччен ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика