03 марта 2010 г.
Район сучĕн приговорĕпе килĕшÿллĕн Н. гражданина РФ Уголовлă Кодексĕн иккĕмĕш пайĕн «в» пункчĕн 158-мĕш статйипе айăпланă. Унăн, ĕçлесе юсаннисĕр пуçне, хăйĕн ĕç укçин 10 процентне патшалăх хыснине хывмалла.
Районти ĕç тăвакан уголовлă инспекцие учета тăратнă ăна. Н. приговора пăхăнас темен, ăна пурнăçламан. Ĕçе вăхăтра çÿремен вăл, йĕркене те пăснă. Палăртнă вăхăтра инспекцие те пыман. Саккуна пăснă Н.гражданин куçран та çухалнă.
Çавна пула инспекци начальникĕ унăн тĕлĕшпе суда ыйтупа тухнă, ăна ирĕк прависĕр хăварма ыйтнă. Суд ыйтăва тивĕçтернĕ. Н.тупăнсанах тĕрмене çул тытĕ.
Источник: "Каçал Ен"