АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ветеран

27 февраля 2010 г.

Пирĕн ялти Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, Ф.М.Воробьев паттăр салтак 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускавра ирттернĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕçнĕ. Çакăнпа ял халăхĕ тата шкул ачисем чăннипех мăнаçланма, мухтанма пултараççĕ.

Федор Максимович хĕсмете 1938 çулта тухса кайнă. Вăрăм, питех те вăрăм пулнă унăн салтак çулĕ. Ăçта кăна çитмен, мĕн кăна курман вăл. Тăван яла вăрçă чарăнсан тепĕр çултан таврăннă.

Малтан Ф.Воробьев Кавказра службăра тăнă. 1939—1940 çулсенче финсемпе пынă вăрçа хутшăннă. Ун хыççăн каллех — Кавказа. Хаяр вăрçăн пирвайхи кунĕсенче вăл сапер пулнă. Хура тинĕс хĕрринче укрепленисем тунă çĕрте минăсем лартнă, йĕплĕ пралуксем карнă. 1941 çул вĕçĕнче Керчьпе Феодосия патĕнче десантлă операцисенче çапăçнă.

1942 çулхи майăн 13-мĕшĕн-че ăна пĕрремĕш хут амантнă. Харсăр чăваш каччи санбатра нумай выртман, часах строя тăнă, Новороссийск патĕнче çĕнтерĕве туптанă. Кунта вăл августăн 24-мĕшĕнче йывăр аманнă та 7 уйăх госпитальте сипленнĕ. Ун хыççăн саппаслă полкра минометчик пулма вĕренет. Часах Федор Воробьева 7-мĕш гвардейски стрелковăй бригадăн миномет батальонне янă.

1943 çулхи апрель — май уйăхĕсенче Федор пичче Тамански çур утрав çинчи Крымская станица патĕнчи йывăр çапăçусене хутшăнать. Часах çак бригадăран 110-мĕш гвардейски стрелковăй дивизине йĕркелеççĕ. Федор Максимович 310-мĕш гвардейски полкра миномет батальонĕнче çапăçать, каярахпа ăна наводчике куçараççĕ.

Çак дивизи салтакĕсем 1943 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче çĕрлехи çапăçура Днепр урлă каçса сылтăм çыранра плацдарм йышăнаççĕ. Днепр çинчи çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Ф.Воробьева 2-мĕш степеньлĕ Отечествăлла вăрçă орденĕпе наградăланă, кĕçĕн сержант званине панă, «Отличный минометчик» паллăпа та чысланă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче ăна виççĕмĕш хут амантнă. Пирĕн ентеш икĕ эрне ытларах сывалнă хыççăн каллех çапăçăва кĕрет. Март уйăхĕнче дивизи Молдави çĕрне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăнать. Çак уйăх вĕçĕнче вĕсен дивизийĕ Румыни чиккине те çитет. Румыни çĕрĕсене фашистсенчен тасатас тĕлĕшпе пынă çапăçусенче миномет расчечĕ пысăк ăсталăхпа паттăрлăх кăтартнă. Федор Максимовича хальхинче 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă, сержант званине панă. Çав çулхи август уйăхĕнче вăл çапăçусенчи паттăрлăхшăн аслă сержант званине те тивĕç пулать, Воробьева миномет расчечĕн командирне лартаççĕ. Сентябрь уйăхĕнче дивизин иккĕмĕш Украина фрончĕн составĕнче Венгри çĕрĕ урлă каçса Чехословакине çитнĕ.

Федор Максимович чăн-чăн салтак пулнă, командирсен приказĕсене чыслăн пурнăçланă. Аслă Отечественнăй вăрçă уншăн Прага хулинчен 30 çухрăмра вĕçленнĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтак çапăçусенчи уйрăм эпизодсем çинчен те çырса хăварнă. Кашни çапăçу хăйне май кăткăс та хаяр пулнă. Вилĕм ялан пуç çийĕн çаврăннă.

Ф.Воробьев Мускаври Çĕнтерÿ парадĕнче пулни çинчен те çырса хăварнă. Унта Совет Союзĕн Геройĕсем, орденсене тивĕç пулнă салтаксемпе офицерсем хутшăнма пултарнă.

«Мана парада кайма уйăрнине пĕлсен тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та. Мускава çитмесĕр те ĕненессĕм килмерĕ çакна. Парада тухиччен малтанах стройпа çÿреме вĕрентрĕç. Г.Жуков тата К.Рокоссовский маршалсене те çывăхранах курма май пулчĕ»,—аса илетчĕ ветеран.

Ун хыççăн Федор Максимовича Инçет Хĕвелтухăçне янă. Унта та вăл хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, иккĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне илме тивĕç пулнă. Каярахпа вара Пысăк Хинган тăвĕсем урлă каçса Порт-Артур хулине те çитнĕ.

Вăрçăра тĕлĕнмелле тĕл пулусем те пулаççĕ иккен. Унта Ф.Воробьев хăйĕн ентешне Яков Васильевич Ишмуратова та курать. Тĕл пулу кĕске пулсан та чăваш каччисем, 7 çул пĕр-пĕрне курманскерсем, хăйсене тăван Хырай Ĕнел ялĕнче пулнă пек туйса илнĕ.

1946 çулта Ф.Воробьев яла таврăнсан та хăйĕн чысне çÿлте тытнă, колхозра хастар ĕçленĕ. Мирлĕ вăхăтри ĕçшĕн те ăна медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăрçăран таврăнсан фронтовик çемье çавăрнă, мăшăрĕпе, Анна Анисимовнăпа, тăватă ача пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Лайăх воспитани парса çĕршыва юрăхлă çынсем тунă.

Вăрçă ветеранĕ час-часах шкул ачисемпе, ялти çамрăксемпе курса калаçнă.

Шел пулин те, паянхи кун вăл пирĕнпе пĕрле çук. Ветеран 2001 çулта 85-е çитсен çĕре кĕнĕ. Унăн ячĕ яланах пирĕн ял çыннисен, тăванĕсен асĕнче пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика