27 февраля 2010 г.
Хырай Ĕнелĕнчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Образ учителя в русской литературе» вулав конференцийĕ иртрĕ. Ăна Вĕрентекен çулталăкне халалланă. Мероприятие вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем – Е.И.Лебедева тата С.Н.Родионова интереслĕ йĕркеленĕ. Конференцие Елизавета Ивановна ертсе пычĕ. Ăста педагог учитель профессийĕ чи сăваплисенчен пĕри пулнине, ахальтен мар поэтсемпе писатальсем çак темăна тăтăшах хускатнине витĕмлĕ каласа пачĕ.
Çак куна хатĕрленсе ачасем вырăс писателĕсен учитель çинчен çырнă хайлавĕсене тишкерсе тухрĕç. А.Безрукина А.Платоновăн «Еще мама» калавĕнчи Аполинария Николаевна вĕрентекен сăнарĕпе паллаштарчĕ. Калавра пĕрремĕш класа вĕренме килекен Артем хăйĕн тăван амăшĕсĕр пуçне шкулта тата анне пуррине ăнланса илет. Çак калавра учитель, пĕрремĕш вĕрентекен, шкул ачисене тăван ачисемпе танах юратать. Ачасем пурнăçра аннесем çеç мар, вĕрентекенсем те вĕсемшĕн пĕтĕм вăй-хăватне, чун-чĕрине пама хатĕррине ăнланса илчĕç. Ч.Айтматовăн «Первый учитель» калавне те вуланă ачасем. Çак произведенири учителе нихăçан тапма чарăнман çăлкуçпа танлаштарма пулать. Çăлкуç шывĕ пекех, учителĕн пĕлĕвĕ ĕмĕр тăршшĕпех иксĕлмест. М.Михайлова Ю.Нагибинăн «Зеленый дуб» калавĕпе паллаштарчĕ.Çак калаври Анна Васильевнăн сăнарне пурнăçри тĕслĕхсемпе танлаштарчĕ «Учитель — пирĕн-шĕн çывăх та хаклă çын»,— пĕтĕмлетсе вĕçлерĕ Маша. А.Платоновăн «Песчаная учительница» калавне малалла А.Потапова сăнарласа пачĕ. Пирĕн ума харсăр та тăрăшуллă, нимĕнле йывăрлăхран та хăраман учитель сăнарĕ тухса тăчĕ. В.Распутинăн «Уроки французского» тата Ф.Искандерăн «Тринадцатый подвиг Геракла» калавĕсенчи учительсен сăнарĕсем те хăйнеевĕрлĕ лайăх, пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çак конференцире пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕрленекен ачасем вĕрентекен сăнарне тĕрлĕ енчен сăнлама пултарни савăнтарчĕ.
Источник: "Каçал Ен"