27 февраля 2010 г.
2009 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă 377 № федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн январь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен ĕç тăвакансен уголовлă Кодексне çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Малашне судпа айăпланнисене, ĕç тăвакан уголовлă инспекцире учетра тăракансен тĕлĕшпе ирĕк прависĕр хăварассине вăя кĕртнĕ.
Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама районти ĕç тăвакан 25-мĕш номерлĕ уголовлă инспекци начальникне Сергей Александрович Горячкина ыйтрăмăр.
— Ирĕк прависĕр (ограничение свободы) хăварни — Раççей çыннисемшĕн çĕнĕлĕх. Кун пек чухне айăпланнă çыннăн палăртнă вырăнтан — пурăнакан хваттертен вăхăта кура тухма юрамасть, обществăлла вырăнсенче пулмалла мар, пурăнакан вырăнтан урăх çĕре тухса çÿремелле мар, массăллă мероприятисене хутшăнма юрамасть. Ĕç тăвакан уголовлă инспекци ирĕк памасăр пурăнакан, ĕçлекен, вĕренекен вырăна улăштармалла мар. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн айăпланнă çыннăн инспекцие кашни уйăхрах е уйăхра темиçе хутчен те килме тивет.
— Ирĕк прависĕр хăварасси пуриншĕн те пĕр-и.
— Çапла, ăна суд йышăнать.
— Пĕлес килет, ирĕк прависĕр хăварни айăплавăн тĕп шăнăрĕ шутланать-и.
— Тĕп тата хушма айăплав та пулма пултарать. Тĕслĕхрен, йывăр мар преступлени тунă çынсене 2 уйăхран пуçласа тăватă çулччен явап тыттараççĕ. Çын вĕлернĕ тĕслĕхсенче те ирĕк прависĕр хăварма май пур. Кун пек чухне ларса тухнăскерсене учета илеççĕĔ вĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ.
— Судпа айăпланнисене килти условисенчех ирĕклĕхсĕр хăварнине мĕнле тĕрĕслесе тăма палăртаççĕ.
— Ĕç тăвакан уголовлă ин-спекци ĕçченĕсен судпа айăпланнисене килте кирек хăш вăхăтра та (çĕрлесĕр пуçне) тĕрĕслеме ирĕк пур. Инспекторсем хăйсем патне те чĕнсе илме пултараççĕ.
— Килти условисенче ирĕксĕр хăварнă çынсем саккуна пăссан мĕнле мерăсем йышăнма пултаратăр.
— Тĕслĕхрен, вĕсем йĕркене пăссан чи малтанах асăрхаттаратпăр. Çакă виçĕ хутчен пулсан ăна ирĕк прависĕр хăварса тĕрмене яма тивет. Енчен те вĕсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартсан вăхăт çитмесĕрех ирĕке кăларма та май пурĕ Кăна суд пăхса тухса йышăну тăвать.
Источник: "Каçал Ен"