АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара квалификациллĕ специалистсем ытларах кирлĕ

27 февраля 2010 г.

 

Кăçалхи январĕн 13-мĕшĕнчен ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен пайĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унăн начальникĕ — хамăр район çар комиссарĕ пулнă А.А.Маурин. Çак кунсенче унпа курса калаçрăм, ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм.

— Андрей Анатольевич, районсенче çар комиссариачĕсене пĕтерсе пайсем туса хуни мĕнпе çыхăннă-ши?

— Хальхи вăхăтра Раççейре хĕç-пăшаллă çарсенче реформăсем пыраççĕ. Пайсем туса хуни те çавăнтанах килнĕ. Комплектлăрах пулни ĕçе çăмăллатать.

— Тĕп тĕллевсем çавсемех юлнă пулĕ? Улшăнусем те пур-и?

— Тĕпрен илсен, çавсемех. Призывниксемпе ĕçлесси, вĕсене çара кайма хатĕрлесси, контракт енĕпе службăна йыхравласси. Вĕсемсĕр пуçне, яланхи пекех, çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парасси.

— Çывхаракан çурхи призыв пирки мĕн калама пултаратăр?

— Вăл ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть тесен те тĕрĕс пулĕ. Çара каякансем кĕрхи призывра планпа палăртнинчен нумайрахчĕ. Çуркунне те салтак тумĕ тăхăнас текенсем ытларах пулĕç тесе шутлатпăр.

Анчах çĕршывĕпе çар çыннисен йышне чакарас ĕç пырать. Çара пĕлÿ, ятарлă специальноç илнĕ салтаксемпе офицерсем ытларах кирлĕ. Çавăнпа чаçсенче ятарлă специальноç илнисене кĕтеççĕ. 9 класс пĕтернисене, вăтам пĕлÿ илнисене çине тăрсах вĕренме сĕнесшĕн.

— Андрей Анатольевич, çара валли мĕнле специальноçсемлĕ пулсан лайăхрах?

— Водительсем, электронлă радио енĕпе специальноç илнисем пулсан аванрах. Аслă пĕлÿллисене те хапăл.

— Специальноç илес тесен ăçта пĕлÿ пухма пулать-ши?

— ДОСААФăн Канашри уйрăмĕнче вĕрентеççĕ. Çар институчĕсене те яратпăр. Çамрăкăн сывлăхпа çеç мар, пур енĕпе те тивĕçтермелле. Ун пеккисем иртнĕ çул 20 яхăн пуçтарăннăччĕ, анчах 2-шĕ çеç вĕренме кĕрейрĕ. Çавăнпа та салтак пулма призывсем пуçлансан çеç мар, малтанах хатĕрленмелле. ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, шкулта тăрăшса вĕренмелле.

— Хĕрсем те çара каяççĕ-и?

— Ун пек тĕслĕхсем пур. Çар чаçĕн командованийĕн малтан ирĕк пани кирлĕ. Хĕрарăм специальноçлисем — медицина ĕçченĕсем, радистсем, телефонистсем кирлех ĕнтĕ.

— Контрактпа службăна каякансем те пур пулĕ?

— Ун пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтерсех тăратпăр. Контракт çырса служба ирттерсе отпуска таврăнакансем кăмăлли вĕсемпе калаçсан палăрать.

Кĕрĕр, шăнкăравлăр, пирĕн патра хăвăра интереслентерекен ыйтусем çине хурав тупатăрах.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика