27 февраля 2010 г.
Нумаях та вăхăт иртмĕ, паян шкулта пĕлÿ пухакан арçын ачасем салтак тумне тăхăнĕç. Çĕршыва хÿтĕлекенсен уявĕ умĕн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче арçын ачасен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç.
Акă, 9—11-мĕш класра пĕлÿ пухакансем самантлăха салтак пурнăçĕн тыткăнне лекрĕç. Аслă класра вĕренекенсем чи малтанах салтак тумне вăхăтпа тăхăнчĕç. Чи вăр-варрисем 10-мĕш «б» класс ачисем пулчĕç. Салтаксен ретне тăма пултарнине, çирĕп сывлăхлă пулнине арçын ачасем тĕрлĕ спорт конкурсĕсене хутшăнса çирĕплетсе пачĕç. 10-мĕш «а» класс каччисем тĕл перессипе чи маттуррисем пулчĕç. Тĕрлĕ чăрмавсене пăхăнтарса тăххăрмĕшсем чи малтан финиша çитрĕç. Аслă класс яшĕсем çар званийĕсене те лайăх пĕлнине конкурссенче çирĕплетсе пачĕç. Хĕрсем патне те çыру çырма манмарĕç «салтаксем», юрăсем те шăрантарчĕç. Калашников автоматне А.Емельянов çăмăллăнах салатса пуçтарчĕ. Тăххăрмĕшсемшĕн ку ĕç вара йывăртарах пулчĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе 10-мĕш «б» каччисем мала тухрĕç, тăххăрмĕшсем – иккĕмĕш, 10-мĕш «а» классем виççĕмĕш пулчĕç.
1—4-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем «Бравые ребята» конкурсра хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Чи маттурри — Артем Филиппов (4-мĕш класс) пулчĕ. 5—8-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем «Яшсем, малалла!» конкурсра вăй виçрĕç. Пулас хÿтĕлевçĕсем салтак пăттине те тутанса пăхрĕç. А.Мишин, Д.Крысин, И.Самуков пуринчен те пултаруллăрах пулчĕç.
Источник: "Каçал Ен"