АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă эрнелĕхсем

27 февраля 2010 г.

 

Ачасен тавракурăмне аталантарасси – педагогсен тивĕçĕ. Çак тĕллевпех шкулта тĕрлĕ конкурс, эрнелĕхсем, ăмăртусем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вĕренекенсем унта хаваспах хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, предметсен эрнелĕхне йĕркелесси Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче анлă мероприяти иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.

Кашни кун мероприятисемпе пуян пулчĕ. Акă, «Вырăс чĕлхи сехечĕ» (С.Г.Игонина класс ертÿçи), Р.Свистунова библиотекарь «Юмах, килсем» конкурссене лайăх йĕркелерĕç.

Иккĕмĕшсем хăйсен ăста-лăхне КВН-ра тĕрĕслерĕç. Ăна Е.Пушкарева ирттерчĕ. Р.Белкова «Мĕншĕнсен клубĕн» канашлăвне йĕркелерĕ. 5 команда хутшăнчĕ унта, чи маттурисем 2-мĕш «б» классем пулчĕç. О.Матвеева виççĕмĕшсемпе «Час занимательной грамматики», Л.Константинова «Считай, смекай, отгадывай» конкурссене интереслĕ ирттерчĕç. А.Титова КВНа чăвашла йĕркелени те ачасен кăмăлне кайрĕ.

Тăваттăмĕшсем (Е.Сереброва, Т.Лапшина вĕрентекенсем) хăйсен пĕлÿ шайне «Сто к одному» тата «Счастливый случай» вăйăсенче тĕрĕслерĕç.

Кĕçĕн классенче пĕлÿ пухакансен ĕçĕсемпе «Ăста алăсем» выставка йĕркелени те пурин кăмăлне тивĕçтерчĕ.

Т.Капралова хатĕрленĕ «Веселая математика» конкурса, «Жила-была сказка» викторинăна, «По одежке встречают» проекта ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Хăйсем те сăн ÿкерчĕксенчен хатĕрленĕ хаçат кăларчĕç.

Шкулта чăннипех те пултаруллă вĕренекенсем пĕлÿ пухаççĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Ачасем эрнелĕх вăхăтĕнче юрларĕç, ташларĕç, ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç. Чи маттуррисене дипломсемпе, сертификатсемпе наградăларНумаях та вăхăт иртмĕ, паян шкулта пĕлÿ пухакан арçын ачасем салтак тумне тăхăнĕç. Çĕршыва хÿтĕлекенсен уявĕ умĕн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче арçын ачасен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç.

Акă, 9—11-мĕш класра пĕлÿ пухакансем самантлăха салтак пурнăçĕн тыткăнне лекрĕç. Аслă класра вĕренекенсем чи малтанах салтак тумне вăхăтпа тăхăнчĕç. Чи вăр-варрисем 10-мĕш «б» класс ачисем пулчĕç. Салтаксен ретне тăма пултарнине, çирĕп сывлăхлă пулнине арçын ачасем тĕрлĕ спорт конкурсĕсене хутшăнса çирĕплетсе пачĕç. 10-мĕш «а» класс каччисем тĕл перессипе чи маттуррисем пулчĕç. Тĕрлĕ чăрмавсене пăхăнтарса тăххăрмĕшсем чи малтан финиша çитрĕç. Аслă класс яшĕсем çар званийĕсене те лайăх пĕлнине конкурссенче çирĕплетсе пачĕç. Хĕрсем патне те çыру çырма манмарĕç «салтаксем», юрăсем те шăрантарчĕç. Калашников автоматне А.Емельянов çăмăллăнах са- латса пуçтарчĕ. Тăххăрмĕшсемшĕн ку ĕç вара йывăртарах пулчĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе 10-мĕш «б» каччисем мала тухрĕç, тăххăрмĕшсем – иккĕмĕш, 10-мĕш «а» классем виççĕмĕш пулчĕç.

1—4-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем «Бравые ребята» конкурсра хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Чи маттурри — Артем Филиппов (4-мĕш класс) пулчĕ. 5—8-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем «Яшсем, малалла!» конкурсра вăй виçрĕç. Пулас хÿтĕлевçĕсем салтак пăттине те тутанса пăхрĕç. А.Мишин, Д.Крысин, И.Самуков пуринчен те пултаруллăрах пулчĕç. ăмăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика