АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра савăнчĕç

27 февраля 2010 г.

Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕ — Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ. Хирти Явăшри «Йăвача» ача садĕнче çак куна çулсеренех паллă тăваççĕ. Кăçал та ăна уявлама ачасен ашшĕсене йыхравларăмăр. Малтанах шăпăрлансем хăнасене саламласа сăвă, юрă-ташă парнелерĕç. Ун хыççăн ачасемпе ашшĕсем икĕ ушкăна пайланса вăйă вылярĕç. Пуçланчĕ вара хĕрÿ тупăшу. Ашшĕсем те, ачасем те пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Вĕсем тĕрлĕ йывăрлăхсем витĕр тухса хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Связистсем те пулчĕç, «штаб çырăвне» те вăхăтра çитерчĕç, «урхамахсемпе» те çил пек вĕçтермелле пулчĕ. Уявра тупăшакансене Тухатмăшпа Арçури хавхалантарса пычĕç. Вăйăра икĕ команда та маттур пулчĕ.

Хаваслă уява Д.Садртдиновăпа М.Долгов «Атте пек юлташ çук çĕр çинче» юрăпа вĕçлерĕç. Ачасем ашшĕсене хăйсем ăсталанă парнесемпе савăнтарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика