27 февраля 2010 г.
Февралĕн 24-мĕшĕнче ра-йон администрацийĕн залĕнче преступление тата наркомание хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ертсе пычĕ. «Çул çитмен ача йывăр пурнăçран та, иртĕннĕрен те шуçлак çул çине сулăнма пултарать. Çавăнпа та вĕсемпе, кашнийĕшĕнпе, уйрăммăн ĕçлемелле»,— терĕ Геннадий Федорович, ларăва пуçланă май.
Ун пек канашлусенче профилактика субьекчĕсен отчечĕсене итлессине йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Пухăннисем умĕнче ра-йонти культура пайĕн тĕп специалисчĕ З.С.Мельникова, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина тата ыттисем те тухса калаçрĕç, çул çитмен ачасем тĕрĕс мар çул çине тăрасран упрас ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те вырăнсенче профилактика мероприятийĕсене тусан паха. Шăпах çавăн пирки калаçу пуçарчĕ те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ — обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕ А.Н.Ларионов. Ун хыççăн Шурут тата Тукай ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем А.К.Алексеевпа П.А.Муллин иртнĕ çулта тунă ĕçсене тишкерчĕç, малалли тĕллевсене — çул çитмен çамрăксене усăллă ĕçе явăçтарассине, вĕсен канăвне лайăх йĕркелессине, наркоманирен асăрхаттарассине палăртрĕç.
«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачĕ пирки те аса илчĕ район пуçлăхĕ. «Йывăр шăпаллă ачасен кун-çулне укçа-тенкĕпе çăмăллатасси — пирĕн тивĕç. Ырăлăх акцине пурин те хутшăнмалла»,— терĕ вăл пухăннисене марафона хутшăнма чĕнсе каласа.
Источник: "Каçал Ен"