АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулса калаçрĕç

27 февраля 2010 г.

 

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче куç курманнисен вырăнти организацийĕн отчетлă конференцийĕ иртрĕ. Вырăнти организаци Елчĕкпе Комсомольски районĕсене пĕрлештерсе тăрать. Иртнĕ тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен вырăнти общество председателĕ Г.И.Михайлов доклад туса пачĕ. Доклада сÿтсе явса М.Н.Воронова, А.И.Эврикова, Ф.И. Младшая, В.П.Павлов, Ш.З.Хамидуллин, А.М.Пыркина, Г.А.Смирнов тата ыттисем ытларах умра тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕç, ĕçе лайăхлатмалли мелсемпе тĕллевсене палăртрĕç.

Конференци ĕçне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Ю.Е.Сергеев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн çумĕ И.Г.Белобаева, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Т.С.Тимергалеева, 41-мĕш номерлĕ аптека пуçлăхĕ Л.В.Васильева хутшăнчĕç, делегатсем панă ыйтусем çине туллин хуравларĕç.

Çавăн пекех конференци ĕçне Канаш, Куславкка, Патăрьел ра-йонĕсен делегацийĕсем те хутшăнчĕç.

 

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика