АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш - çар службинче

20 февраля 2010 г.

Г. Паршуков Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вĕсем виççĕн пĕртăван пулнă. Геннадий — кĕçĕнни. Амăшĕпе ашшĕ, Лидия Терентьевнăпа Владимир Васильевич, ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарнă. Каччă 1994 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри ДОСААФра водителе вĕреннĕ. Çар службине тăриччен тăван колхозра тăрăшнă. 1995 çулта хĕсметре Мускав хулинче тăнă. Çулталăкран тăван ене таврăнсан малалла колхозрах ĕçлеме пуçланă.

«2008 çулта çар сборĕсенче Пермь хулинче пултăм. Водительте тăрăшнă май, техникăна тÿрлетме кăмăллаттăм. Унти командирсем мана пурнăçа çарпа çыхăнтарма сĕнчĕç. Анне-аттепе кун çинчен канашларăм. Каярахпа вара районти çар ĕç комиссариатĕнче контракт мелĕпе службăра тăрас пирки ыйтса пĕлтĕм»,— каласа пачĕ çамрăк.

2008 çултанпа Геннадий 90600-мĕш çар чаçĕнче мотострелковăй полкра службăра Самара облаçĕнче тăма пуçланă. Беларуç çĕршывĕнче, Курган, Оренбург облаçĕсенче тата ытти хуласенче те командировкăра пулнă. Чăваш каччи пултаруллă пулнине, командирсен приказĕсене тивĕçлĕ пурнăçланине ашшĕ-амăшĕ патне янă Тав çырăвĕсем çирĕплетеççĕ.

«Кашни арçыннăн салтак тумне тăхăнса çар тивĕçĕсене пурнăçламалла»,— терĕ отпуска килнĕ Геннадий Паршуков.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика