АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă кун

20 февраля 2010 г.

«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă»,— теççĕ халăхра. Çак сăмахсен чăнлăхне Йÿç Шăхаль пуçламăш шкулĕнчи пуян та хаваслă пурнăç уççăнах кăтартса парать. Коллективĕ пĕчĕк пулсан та ĕçĕсем пархатарлă, пысăк. Кунсерен вĕренекенсене ăс-тăн панипе тата кăмăл-сипете аталантарнипе çеç çырлахмаççĕ шкул ĕçченĕсем. Ачасен пурнăçĕ тулли те хаваслă пултăр тесе ырми-канми ĕçлеççĕ вĕрентекенсем. Акă, Кĕçĕн Çăварние те чăн-чăн чăвашла ирттерес тесе ачасемпе пĕрле чылай хатĕрленчĕç вĕсем.

Çĕршывра иртекен культура тата спорт уявĕсенчен те айккинче тăрса юлмаççĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2010» ăмăртăва хутшăнма шкул коллективĕ кăна мар, ялти йĕлтĕрçĕсем те йышлăн пуçтарăнчĕç. Пĕр-пĕринпе курса калаçни, шап-шур юр тăрăх хавассăн ярăнни чун-чĕрене савăнтарчĕ. Ялта ĕç нумай пулин те, спортпа туслашма вăхăт тупăнатех. Çакна чи хастаррисем: С.Г.Михайлова, Г.Н.Андреева, А.И.Дюкин, Л.А.Фомина, А.Н.Албутова, Л.С.Козлова, В.А.Шагарова, М.А.Всеволодова, Л.Г.Шмелева тата Т.М.Казакова йĕлтĕрçĕсем çирĕплетсе пачĕç. Çапла майпа ялти шкул культурăпа спорт çеç мар, туслăх вучахĕ те.

Пурнăç пĕрре килет, унăн кашни самантне усăллă, ырă ĕçсем туса пурăнса ирттересчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика