20 февраля 2010 г.
Иртнĕ çул Раççей Правительстви амăшĕн капиталĕпе усă курас йĕркесене улшăну кĕртнĕ. Вĕсем ытларах пурăнмалли условисене лайăхлатассине пырса тивеççĕ. Саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе ача амăшĕсем пирĕн районта епле усă курни çинчен РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн начальникĕ Зоя Васильевна Каринкина каласа парать.
— Зоя Васильевна, Раççейре пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ çемьесем амăш капиталĕн сертификатне илеççĕ. Пирĕн районта миçе хĕрарăм сертификат илме тивĕçлĕ пулчĕ?
— 2007 çулта вăя кĕнĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн районта 542 хĕрарăм амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ. Вĕсем — иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă (усрава илнĕ) çемьесем. Çулсерен сертификат хуçисем йышлансах пыраççĕ.
2010 çулхи январь уйăхĕнчен амăш капиталĕн виçи 343 пин те 378 тенкĕ те 80 пуспа танлашать. Енчен те амăш капиталĕн укçине пĕтĕмĕшле усă курман пулсан, юлнă пайĕ 10 процент ÿсет. Пирĕн районта паянхи кун унпа 3 çемье туллин усă курнă.
Кунта çакна та каласа хăвармалла. Амăш капиталĕпе усă курма декабрь уйăхĕнче заявлени çырнисем нимĕн те çухатмаççĕ — вĕсен те январь уйăхĕнче укçи ÿсет.
— Енчен те ача 3 çул тултарайман пулсан амăш капиталĕн укçипе усă курма май пур-и?
— Экономика лару-тăрăвĕ йывăррине шута илсе Раççей правительстви 2009 çулта амăш капиталĕн шучĕпе çурт-йĕр кредичĕн тата ипотека кредичĕн тĕп парăмĕпе процентне ача виçĕ çул тултарассине кĕтмесĕрех тÿлеме йышăннă. Ун пек çăмăллăх 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тунă кредит договорĕсем çине сарăлать. 2009 çулта районта 2 çемье çурт-йĕр кредичĕн парăмне тÿленĕ çĕре янă.
— Амăш капиталне илмелли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ терĕмĕр. Апла пулсан çурт-йĕр кредитне тÿлеме кăмăл тăвакансен йышĕ татах та нумайланĕ?
— Чăнах та, 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче Раççей правительстви амăш капиталне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕркепе çурт-йĕр туянма илнĕ ипотека кредичĕн парăмне тепĕр йÿнĕрех кредит илсе тÿлесе татнă пулсан амăш капиталне çак кредитăн парăмне тÿлеме те усă курма юрать.
Тата тепĕр улшăну — ипотека кредичĕн парăмне пурăнмалли çуртăн строительстви вĕç-леннине пăхмасăрах усă курма юрать. Кун пек чух пая кĕрсе строительствăна хутшăннине палăртакан патшалăх регистраци тунă килĕшÿ е харпăр хăй çурт строительстви тума ирĕк пани çинчен хут пулни çителĕклĕ.
Çĕнĕ йĕркепе пая кĕрсе строительствăна тата çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăннине е çурт-йĕр туянма, çĕнĕрен тума илнĕ кредит договорне сертификат хуçин мăшăрĕ çине çырни те амăш капиталĕпе усă курма чăрмав кÿмест.
— Ача 3 çул тултарсан амăш капиталне тата мĕнле усă курма пулать?
— Амăш капиталне пĕтĕмĕшле е унăн пайне çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме хывма юрать. Сертификат хуçисем ача 2 çул та 6 уйăх тултарсан Пенси фондне амăш капиталĕн укçипе усă курма заявлени çырса пама пултараççĕ. Укçана ача 3 çул тултарсан счет çине куçарса параççĕ.
— Зоя Васильевна, пурăнмалли условисене лайăхлатасси шутне мĕн кĕрет?
— Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
— пурăнмалли çурт туянасси;
— харпăр хăй çурчĕн строительствишĕн тÿлесси — пая кĕрсе тăвакан строительствăна хутшăнасси,
— пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăнакансен малтанхи е пай взносне тÿлесси;
— хваттер туянма е çурт тума илнĕ кредитăн е заемăн пĕрремĕш взносне тÿлесси;
— пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ кредитăн, çав шутра ипотека шучĕпе илнĕ кредитăн тĕп парăмĕпе процентне тÿлесси.
— Амăш капиталĕн шучĕпе çемьери ача вĕреннĕшĕн тÿлесси çинчен каласа парăр-ха?
— Амăш капиталĕн шучĕпе çемьери кирек хăш ачашăн Раççейре вĕрентме лицензи пур учрежденийĕнче вĕреннĕшĕн тÿлеме май пур. Ача вĕренме пуçланă чух 25 çултан аслă пулмалла мар. Унсăр пуçне амăш капиталĕпе ача вĕреннĕ вăхăтра общежитинче пурăннăшăн та тÿлеме юрать.
— Амăшĕн капиталĕн шу-чĕпе хĕрарăмăн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерес майпа мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?
— 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче амăшĕн капиталĕн шучĕпе хĕрарăмăн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерме ярас йĕркене федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ.
Амăш капиталĕн укçине пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне куçарса ача фондĕнче ÿстерме пултарать. Пенси фончĕ кашни çул амăш капиталĕн калăпăшĕ çинчен тата уйрăм йĕркепе управляющи компанинче е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнче тунă тупăш çинчен извещени ярса пĕлтерет. Капитал укçине пенси счечĕ çинче уйăрни ахальтен мар — амăшĕн капиталне усă курас шăхăш улшăнсан ăна çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма е ачасене вĕрентме усă курма юрать. Енчен те ача амăшĕн пурнăçĕ ăнсăртран татăлсан укçана правопреемниксене пенси взносĕсемпе пĕрле тÿлемеççĕ. Амăш капиталне усă курмалли ирĕк унăн мăшăрĕ е ачисем çине куçать. Ăна çак тĕллевсемпех усă курма юрать.
— Калăр-ха, тархасшăн, амăш капиталне усă курас тесен заявлени хăçан çырмалла?
— Амăш капиталĕпе усă курас тесен заявлени çырмалли сроксем çавăн пек:
— енчен те укçапа çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнче усă курас тесен майăн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла,
— енчен те укçапа çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче усă курас тесен октябрĕн 1-мĕшĕччен çырмалла.
2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен илнĕ çурт-йĕр кредичĕн тата ипотека кредичĕн тĕп парăмĕпе процентне тÿлеме заявлени кирек хăçан та çырма юрать. Документсене пăхса тухса йышăну туса икĕ уйăхра укçана банкри счет çине куçарса параççĕ.
— Экономика лару-тăрăвĕ йывăррине шута илсе правительство пĕлтĕр амăшĕн капиталĕн укçинчен 12 пин тенкĕ тÿлесси çинчен йышăнчĕ. Ăна хăçан илме пулать-ши?
— Сертификат хуçисен те амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлеве, 12 пин тенкĕне, ача 3 çул тултарассине кĕтмесĕрех укçан илме май пур. Унпа харпăр-хăй ирĕкĕпе кулленхи тăкака саплаштарма юрать.
— Зоя Васильевна, çынсене çак ыйту та кăсăклантарать: сертификата мĕншĕн памасан та пултараççĕ?
— Сертификата паманнин тĕп сăлтавĕсем çаксем пулма пултараççĕ:
1. Ачан тата хĕрарăмăн Раççей Федерацийĕн гражданстви пулмасан.
2. Сертификат илес шухăшлă хĕрарăма амăш прависĕр хăварсан.
3. Ыйтса çыракан черет пирки йăнăш пĕлтерсен е ачан çуралнă кунне тĕрĕс мар палăртсан.
— Амăшĕн «укçине» пĕр вăхăтрах икĕ кредитшăн тÿлеме юрать-и: пĕри — ипотека кредичĕ, тепри — пурăнмалли çурт-йĕр тума илнĕ кредит?
— Пулать. Саккунра амăшĕн капиталĕпе усă курса миçе кредитпа е займпа татăлма юрани çинчен калани çук.
— Çемьере йĕкĕреш çуралнă пулсан, хăшĕ Амăшĕн капиталне илĕ?
— Амăшĕн капиталне ача илмест, амăшне тивет вăл. Çемье çак мулпа икĕ ачине те вĕрентме усă курма пултарать. Амăшĕн капиталĕ кун пек чухне икĕ хут пысăкланмасть. Тата çакна та каласа хăвармалла. 12 пин тÿлесси — вăхăтлăх кăна. Çавăнпа та 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă ача амăшĕсен кăçалхи мартăн 31-мĕшĕччен заявлени тăратмалла. Вăхăт нумаях юлмарĕ — çавăнпа та тăхтаса тăмалла мар. Ăна илес тесен сертификат хуçин паспорчĕ, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкра уçнă счет пурри çителĕклĕ.
Источник: "Каçал Ен"