20 февраля 2010 г.
Хĕллехи сивĕ, тĕттĕм каç. Ял- йыш тутлă ыйхăра. Шухă çил çеç шăплăха сирет, таçта, ял варринче, йытăсем вĕрнĕ сасă илтĕнет. Анчах амăшĕ аптăранипе Аялкасса çул тытнă çамрăк хĕрарăма нимĕн те шиклентермест: унăн хăвăртрах Валентина Карпова медсестра патне çитмелле.
Шăнкăрава хăюсăррăн пусрĕ пулăшу ыйтма килнĕ çын. Паллах, çурçĕр иртсен чăрмантарнăшăн хăйне айăплă та туять вăл, анчах ним тума çук, амăшĕ вăйран кайнă, хăвăртрах медицина ĕçченĕн пулăшăвĕ кирлĕ. Ирĕксĕрех мĕн вăхăтне пăхмасăр хапха умĕнче тăрать.
Нумай та вăхăт иртмерĕ пÿрт çуталса кайрĕ. Унччен те пулмарĕ урама Валентина тухрĕ.
— Мĕн пулчĕ? — хăнăхнă вăл çĕрлехи шăнкăравсене. Ырăранах çын çĕрле çÿремест.
Мĕн пулнине каласа парсанах Валентина каялла кĕчĕ, чăматанне илсе пулăшу ыйтма килнĕ хĕрарăмпа пĕрле васкарĕ. Чирленĕ ватă патне çитсенех температура, юн пусăмне виçрĕ, чĕрине итлесе пăхрĕ. Унтан эмел ĕçтерчĕ, укол турĕ.
Валентина ялти кашни çыннах лайăх пĕлет. Ватăсен сывлăхĕпе нумайрах та интересленет. Çавăнпа та Хресчук аппан юн пусăмĕ улшăнсах тăнине лайăх чухлать. Ара, ун патне пĕрре мар килсе пĕрремĕш пулăшу панă вăл. Астăватăп-ха, пĕринче çапла Çимĕк кунĕнче аптăраса ÿкрĕ анне. Карповсен килĕнче хăнасем йышлă пуçтарăннă. Хĕрсех калаçаççĕ, тĕл пулнă ятпа савăнаççĕ. Аванмарланса чĕнсе тухрăмăр вĕт Валентина Васильевнăна. Турткаланса тăмарĕ хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çыннăмăр, хăнисене сĕтел хушшинчех лартса хăварса чирлĕ хĕрарăм патне чупрĕ. Ун пек тĕслĕхсене нумай илсе кăтартма пулать. Ялти кашни килте тенĕ пекех пулса курнă пулĕ вăл.
Нĕркеçсем Валентина Карпова ĕçĕпе кăмăллă. 28 çул сывлăх хуралĕнче вăл. Çак ялтах кун çути курнă. Свекловсен хĕрĕ вунă класс пĕтерсен Пермь облаçне медсестрана вĕренме кайнă. Шкулта чухнех çивĕч хĕрача пулнипе палăрнă вăл, спортпа туслă пулнă. Алла медсестра дипломне илсе яла таврăнсан тÿрех ялти фельдшер пунктне çул тытнă. Ун чухнехи заведующине Ф.Логинова, Г.Герасимова медсестрана яланах ырăпа аса илет Валентина. Вĕсем çамрăка анлă çул çине тухма пулăшнă. Малтанах дипломлă специалист санитаркăна вырнаçнă. Тиркесе тăман вăл, ĕçе хăнăхма аван пулнине ăнланнă. Районти тĕп больницăра ĕçĕ пулатчĕ-ха, анчах çулĕ çывăх мар-çке (ун чухнехи çулсене аса та илес килмест вĕт паян), кашни кун çÿреме çăмăл маррине ăнланнă савнă мăшăрĕ. Тин çеç çемье çавăрнă Валентина ялти фельдшер пунктĕнче хаваспах тăрăшма пуçланă. Каярахпа Хирти Сĕнтĕр ялĕнче акушерка та пулса ĕçленĕ. Ватăсем тивĕçлĕ канăва тухсан Валентина Васильевнăна Нĕркеçри фельдшер пункчĕн заведующине лартнă. Маларах Канашри медицина училищинче вĕренсе фельдшер профессине алла илнĕ вăл. Хальхи вăхăтра Галина Кольцова медсестрапа килĕштерсе ĕçлеççĕ.
Фельдшерпа акушер пунктĕнче таса та çутă. Пĕчĕккисене тĕрĕслекен, хĕрарăмсене пăхакан кабинетсенче, чирлисене йышăнакан пÿлĕмре хăтлă. Услови çителĕклĕ. Çулсерен стендсене çĕнетсе тăраççĕ. Сывлăх хуралçисем Нĕркеçпе Янкассинчи 800 яхăн çын сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе тăрăшаççĕ. Валентина Васильевна час-часах культура çуртĕнче, шкулта ирттерекен мероприятисене хутшăнать, тĕрлĕ чирсем пирки калаçусем ирттерет. Ялта çулталăка çитмен 8 ача. Медицина ĕçченĕсем пепкесем патĕнче тăтăшах пулаççĕ, прививкăсене вăхăтра тăваççĕ. Районтан килекен тухтăрсем нумай пулăшу панипе те кăмăллă. Ялта пĕртен-пĕр вăрçă инваличĕ пурăнать. А.Семеновăн сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Ватăсем патне килрен çÿресси те çирĕп йăлара. Кăçалхи сивĕ çанталăксенче карчăк-стариксене тухса çÿреме уйрăмах йывăр пулчĕ. Çапла вара ял çыннисен сывлăхĕпе интересленни, вĕсен пурнăçне тĕпрен пĕлни чир-чĕртен те сыхлать.
Валентина пулас мăшăрĕпе пĕрле вĕреннĕ. Хĕр «а» класра пулсан, Валерий Карпов «б» класра. Шкул парти хушшинчех амаланнă туслăх юратăва куçнă. Тутарстанри Альметевск хулинче физкультура учительне вĕренсе тухнă йĕкĕт медсестрана качча тухма ыйтсан хирĕçлемен. 1982 çулта çĕнĕ çемье çуралнă ялта. Шавлă туй кĕрлеттернĕ вĕсем. Тепĕр çулхине çемьере йыш хутшăннă. Вероника Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, çемьеллĕ. Тепĕр çичĕ çултан Валентина ывăл çуратнă. Максим хальхи вăхăтра педуниверситетра вĕренет. Виççĕмĕш курс студенчĕ, ăста спортсмен. Карповсем паян та йĕлтĕр йĕрĕ çине çемйипех тăраççĕ. Çулла çуран чупма кăмăллаççĕ. Иртнĕ çулсенче шкулти спорт залра ирттерекен çемье ăмăртăвĕсене те чылай хутшăннă. Паян та аллă çулта тесе калаймăн вĕсене. Иккĕшĕ те харсăр, маттур. Кукамай-кукаçи ятсене илтнĕрен Тимур мăнукне ытараймаççĕ Валентинăпа Валерий. Вăл хăнана килсен урăх нимĕн те кирлĕ мар тейĕн.
Çур ĕмĕрхи кĕрекене ларакан мăшăрпа пĕрле Валерийĕн ашшĕ — Владимир Егорович пурăнать. Ялти ятлă çынсемччĕ вĕсем Василиса аппапа. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Ашшĕне лайăх пăхаççĕ ачисем. Ватлăх енне самаях сулăннă пулсан та вăл çемьене пулăшас тесе тăрăшать, картишĕнчи ĕçсене пурнăçлама та вăй-хал çитерет.
Карповсем кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăннине палăртмасăр хăварас килмест. Медицина ĕçченĕ Елизавета Волкова библиотекарь йĕркелекен уявсене хаваспах хутшăнать. Кÿршисемпе, тăван-хурăнташĕсемпе, кумăшĕсемпе пĕр çăвартан пурăнаççĕ Карповсем. Юрă-ташăра вара вĕсене çитекенни çук. Алă ĕçĕ тума ларсан та пурне те пултараççĕ.
Чăннипех те харсăр пирĕн ялти Валентина Карпова фельдшер. Хăйĕн ĕçне юратать, май килнĕ таран кашнине пулăшу парать. Кунĕпе те çын татăлмасть фельдшер пунктĕнчен.
...Телевизорпа каçхи сериал пăхса ларакан Валентина телефон шăнкăртатнине илтмен те.
— Кинĕм, сана чĕнеççĕ. Кам та пулин аптăранă пулĕ,— терĕ хуняшшĕ зала кĕрсе.
28 çул хушшинче кинĕн ĕçне хăнăхса çитнĕ ватă, ÿпкелешмест вăл килте тăтăшах телефон шăнкăртатнăшăн.
Кинĕ калаçса пĕтерсен каллех интересленчĕ хуняшшĕ.
— Хăш касса каймалла ĕнтĕ?
— Этменкасса.
— Пĕччен хăратăп. Валери пĕрле пыратăп терĕ-ха,— терĕ Гиппократ тупине самантлăха та манман Валентина Васильевна тумланнă май...
Источник: "Каçал Ен"