20 февраля 2010 г.
Тăватă çул тăсăлнă хаяр вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕренпе кĕçех 65 çул çитет. Çавна май ун çинчен ытларах пĕлни ваттисене те, çамрăккисене те кирлĕ. Аслă ăрурисем иртнĕ йывăр çулсемпе кунсене тепĕр хут аса илĕç, çав вăхăт куç умне тухса тăрĕ. Çамрăксене вăрçă çинчен çырнă кĕнекесемпе фильмсем пирĕн мухтавлă историе лайăхрах ăнланма-пĕлме пулăшĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кашни салтак, офицер хăйне май паттăрлăх кăтартнă. Тылра ĕçлекенсем темĕнле йывăрлăхсене те çĕнтерсе фронта мĕн кирлине парса тăнă, чăн-чăн паттăрсем пулнă.
Çапăçусенче уйрăмах палăрнисене орденсемпе, медальсемпе, Тав хучĕсемпе наградăланă. Уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ паттăрлăхпа хăюлăх кăтартакансене Совет Союзĕн Геройĕ ята парса чысланă. Пирĕн районтан вăрçа кайнă ентешсенчен пиллĕкĕшĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Паттăрлăх кăтартнисем татах та пулнă. Сăмахран, легендарлă пулеметчик Иван Смирнов.
Вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче фашистсем тахçантанпах хатĕрленнĕ çарĕсем чылай вăйлăрах пулнă. Пирĕн самолетсем, танксем, автоматлă хĕç-пăшал çитмен. Пĕр хулана, яла çапăçусăр тăшман аллине паман пулсан та, совет çарĕсен чылай каялла чакма тивнĕ. Пирĕн çар подразделенийĕсем час-часах хирĕçле атакăна çĕкленсе фашистсем илнĕ ял-хулана ирĕке кăларнă. Çак çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартакансем чылай пулнă. Анчах... Паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе офицерсенчен нумайăшĕ орден-медале тивĕçмен. Ун чух Совет Союзĕн Геройĕ ята пушшех питĕ сахал панă. Вăхăчĕ, лару-тăру йывăр пулнă.
Пирĕн летчиксем, танкистсем, артиллеристсем йывăр условисенче те пысăк паттăрлăх кăтартса çапăçни çинчен пĕлетпĕр эпир. Вăрçă çулĕсенче икĕ летчик-истребитель — А.И.Покрышкинпа И.Н.Кожедуб виçшер хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕç пулнă. Александр Иванович Покрышкин 600 хут çар вĕçевне çĕкленнĕ, вĕсенчен 156-шĕ çапăçура иртнĕ. Унта вăл тăшманăн 59 самолетне пĕччен персе ÿкернĕ (ушкăнрисене шутлама-сăр).
Иван Никитович Кожедуб 330 хут тÿпене çĕкленнĕ, вĕсенчен 120-шĕ çапăçура иртнĕ. Вăл тăшманăн 62 самолетне аркатнă.
Çак кунсенче А.И.Покрышкин çинчен унăн мăшăрĕ çырнă аса илÿсен кĕнекине вуласа тухрăм. «Жизнь, отданная небу» ят панă ăна.
Сăмах май каласан, Покрышкин та, Кожедуб та Фрунзе ячĕллĕ çар академине тата Генштаб çар академине вĕренсе пĕтернĕ. Генерала çити ÿснĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче иккĕшне те авиаци маршалĕ звани панă.
А.И.Покрышкин капитан вăрçă пынă вăхăтра Мария Кузьминична медсестрана тĕл пулнă. Юрату çемье çавăрасси патне илсе çитернĕ. Мария БАО (батальон аэродромного обслуживания) службăна куçать, самолетсене вĕçеве хатĕрлет.
Каярах, Мария йывăр çын пулсан, Покрышкин ăна амăшĕ патне Новосибирск хулине ăсатать. Вăрçă вăхăтĕнче чукун çул çинче çÿресси асаплăрах пулнă. Мария Новосибирска çитсен хула хĕрринче упăшкин çуртне шыраса тупать. Çемье йышлă пулнă. Александр Иванович амăшĕ Ксения Степановна, йăмăкĕ Мария питĕ ăшшăн кĕтсе илеççĕ ăна. Çĕпĕрти пурнăçа хăнăхма çăмăл пулман çамрăк кине.
Мария Кузьминична, паллах, мăшăрĕн çапăçури ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа парайман ĕнтĕ. Çапах та кĕнекере çырнă хăшпĕр эпизодсене илсе кăтартни ытлашши пулас çук, терĕм.
Пĕррехинче Новосибирска АПШ делегацийĕ çитнĕ. Ăна Америкăри пĕрлешÿллĕ штатсен вице-президенчĕ Джонсон ертсе пынă. Америка Президенчĕ Рузвельт Совет Союзĕн Геройне Покрышкина награда панă пулнă. Джонсонăн çавна май Покрышкинăн çемйипе паллашас тенĕ. Парти обкомĕнчен представительсем çитеççĕ. Кураççĕ: Джонсона илсе килме меллĕ мар ку çурта. Тухса каяççĕ пĕрремĕш секретарь патне. Джонсон пĕрремĕш секретарĕн хула тулашĕнчи дачинче пулнă-мĕн. Çĕрле каллех çитеççĕ обкомрисем. Халĕ генерал арăмне хăйне пĕрремĕш секретарь дачине илсе каймалла-мĕн. Мария Кузьминична çĕрле тухма килĕшмен.
Ирхине ирех хула пуçлăхĕ В.Н.Хайновский вĕçтерсе çитет кунта.
— Джонсон сире курмасăр аэродрома тухмастпăр, тет, мĕн тăватпăр, Маша?— ыйту парать аптранă хула пуçлăхĕ.
— Владимир Николаевич, ман шутпа, йывăрлăхран тухма пулать: Покрышкин çемйи хуларан аякри дачăра-мĕн, хулара çук, темелле.
— Вăт ку питĕ тĕрĕс шухăш.
Çапла Джонсона улталаса хула чысне çăлса хăварнă.
Каярах Покрышкинсене хула варринче лайăх хваттер панă. Вăрçă паттăрне кĕвĕçекенсем те пулнă. Хулара суя хыпар сарнă: Покрышкинăн икĕ арăм, виççĕмĕшне, фронтовичкăна, амăшĕ патне янă. Ксения Степановна ĕненмен çакна. «Манăн пĕр кин çеç — Машенька»,— тенĕ.
Покрышкин генерал виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕç пулсан та, хăйне мăнна хуман, ялан сăпайлă, тÿрĕ кăмăллă пулнă. Салтаксемпе офицерсем ăна хисепленĕ, юратнă. Ăмсанчăк чунлисем вара «Ăсталăхĕнчен мар, шăпинчен килет унăн ăнăçлăхĕ»,— тенĕ.
Вăрçăн малтанхи уйăхĕсенче Покрышкин самолетне икĕ хутчен персе ÿкернĕ. Иккĕшĕнче те аманнăскер, темиçе кунтан çеç чаçе çитнĕ. Кашни тытăçу хыççăн вăл тепĕр çапăçу тактикине туса хатĕрленĕ. Хăйне пăхăнакансене те вĕрентнĕ. Вăрçă чарăниччен вăл çапăçусенче урăх пĕр самолет та çухатман.
Пĕррехинче виçĕ хут Герой çĕрле Новосибирска çитет. Служба ĕçĕпе пырасси пирки никама та пĕлтермен. Çĕр хута çемьене чăрмантарас мар тесе хăна çуртне кĕрсе ирччен канма шутланă. Хăй те çул çинче ывăннă ĕнтĕ. Гостиницăна çитет. «Вырăн çук!» теççĕ. Летчик куртки айĕнчен погонсем курăнман ĕнтĕ. Çапах анлă лампаслă çын генерал пулни курăннă. Покрышкин тепĕр гостиницăна çитет. Унта та «вырăн çук» теççĕ. Вăл администратора чĕнме ыйтать. Администратор васкамăсăр тухать.
— Сире каланă вĕт вырăн çук тесе!—- кăмăлсăррăн калаçать администратор чăрмантарнăшăн кÿренсе.
— Манăн мĕн тумалла-ха? Хамăн бюст патне кайса выртмалла-и?
— Мĕнле бюст?— хумханма пуçланă администратор.
— Хамăн бюст пирки, виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе лартни.
— Тур çырлах! Мĕнле тÿрех палласа илеймерĕм-ха Сире, Александр Иванович!— хыпăнса ÿкнĕ администратор. — Халех чи чаплă номере вырнаçтаратпăр!
— Мана вырнаçтаратăр-ха, камăн бюст çуккин мĕн тумалла?— тĕртсе илет генерал.
Вăрçă çинчен, унăн паттăрĕсем, тыл ĕçченĕсем çинчен çырнă кĕнекесем библиотекăра сахал мар. Ытларах вуласчĕ, ытларах пĕлесчĕ вĕсем çинчен.
Источник: "Каçал Ен"