АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çарта штатра пулнă, вăрçăра çĕршыва хÿтĕленĕ

20 февраля 2010 г.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă çынсем хушшинче Илларион Иванович Шорниковăн ятне курмарăм. Район энциклопединче те çукчĕ вăл. Сиктерсе хăварнă-тăр. Пирĕн хушăра хăй çук пулин те ун çинчен каласа парас килет. Çамрăксем тĕслĕх илччĕр.

И.И.Шорников (ялта ăна Лариван тесе чĕннĕ) 1916 çулта Чăваш Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ял ачи мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхать ĕнтĕ. Ака-суха тунă, кил-тĕрĕшре вăй хунă. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. 1934 çулта Шорниковсен çемйи «Красный клевер» хуçалăха кĕнĕ. Ĕç татах та хутшăннă. Ача вĕренес кăмăллă пулнине шута илсе ашшĕ-амăшĕ унăн кăмăлне тивĕçтерме тăрăшать. Аслă Чурачăк вăтам шкулне çуран çÿреме çăмăл пулман. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухать вăл. «Красный клевер» колхозра бухгалтерта тăрăшать. Маларах ку енĕпе пĕлÿ илнĕскер ăнăçлă ĕçлесе пырать.

Шăпа тепĕр чухне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене те илсе çитерет. Илларион Иванович Одесса хулинчи çăкăр заводĕнче бухгалтерта ĕçлеме пуçлать. Çамрăк çыннăн хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарас килнĕ. Одессăри çар комиссариачĕ ăна Подольск хулине вĕренме ярать. Унти батальон командирĕ И.Шорниковăн пултарулăхне кура татах та çар пĕлĕвне анлăрах илме май парать. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкула вĕренме ярать.

Укçа-тенкĕпе ĕçлесе паха опыт пухнă, ăслă-тăнлă çамрăк тĕрлĕ çар чаçĕсенче финанс енĕпе тăрăшать. Казначей та, бухгалтер та пулать вăл. 18-мĕш армин 99-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă стрелковăй дивизин финанс пайĕн начальникĕнче тăрăшать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сталинград хулине хÿтĕлет. 1942 çулта вăл ураран тата аяк пĕрчинчен йывăр аманать. Контузи те пулать унăн. Аслă лейтенант «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Украина, Белоруси фрончĕсенче пулнă, Польша тĕп хулине Варшавăна ирĕке кăларнă çĕре те хутшăннă. Унăн кăкăрне чылай наградăсем илемлетнĕ. «Хĕрлĕ Çăлтăр», «Хĕрлĕ Ялав», «Отечествăлла вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ» орденĕсем хăйсемех вăл вăрçăра паттăрлăх кăтартнине туллин çирĕплетеççĕ. Вĕсемсĕр пуçне медаль та нумай пулнă.

Йывăрлăхсем нумай курнă вăл, хăйне шаннă ĕçсене тивĕçлĕ пурнăçланă, алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хÿтĕленĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика