20 февраля 2010 г.
Февралĕн 16-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсен черетлĕ профсоюз конференцийĕ иртрĕ. Унта культура учрежденийĕсен, библиотека, редакци ĕçченĕсен профсоз председателĕсемпе делегачĕсем пулчĕç. Чăваш Республикин культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ С.В.Демидова, унăн çумĕ В.М.Яковлева, районти культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев конференцие хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисен умне районти культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председетелĕ М.В.Мокеева тухса калаçрĕ. Пилĕк çулта пурнăçланă ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çĕнĕлĕхсене те асăнса иртрĕ. Паянхи куна профсоюзра 171 çын шутланса тăрать. Вĕсем пур тĕлте те хастар, обществăлла ĕçе те хутшăнаççĕ, массăллă мероприятисенче те маттур.
Çавăн пекех А.Кокшина, Л.Мингалеева, М.Илларионова, З.Мельникова учрежденисенчи профсоз ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Ревизи комиссийĕн председателĕ В.Курицына пилĕк çулта укçа-тенкĕне мĕнле тăкаклани çинче чарăнса тăчĕ.
Профсоз ĕçне пурте лайăхпа хакларĕç. Малашне те çаплах ĕçлеме шантарчĕç.
2015 çулччен районти профсоюз комитетне Мария Васильевна Мокеевăнах ертсе пыма шанчĕç. «Вăл хăйĕн ĕçне пĕлсе, вăхăтра пурнăçлать. Çамрăксене те сĕнÿ-канаш парать. Эпир, культура ĕçченĕсем, малашне унпах ĕçлесшĕн»,— пĕлтерчĕ Василий Сафронович. Конференцире ревизи комиссийĕн членĕсене, республикăри 20-мĕш конференци делегачĕсене, районти профсоюз комитечĕн членĕсене суйласа хăварчĕç. Вĕсем малашне хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"