20 февраля 2010 г.
Нарăсăн 17-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизакова, Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ Д.М.Сержантов, «Хыпар» чăваш халăх хаçачĕн генеральнăй директорĕ А.П.Леонтьев, Чăваш наци библиотекин аслă библиотекарĕ А.В.Васильева тата ыттисем те килсе çитрĕç.
Пĕрремĕш ĕçлĕ ушкăна культура министрĕ Р.М.Лизакова ертсе пычĕ. Вĕсем район пуçлăхĕпе Г.Ф.Волковпа Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнчи çынсемпе курса калаçрĕç.
Иккĕмĕш ĕçлĕ ушкăн Д.М. Сержантов ертсе пынипе Александровка ял поселенийĕнче культура ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем пачĕç.
А.П.Леонтьевăн ертсе пыракан ушкăн Тукай ял поселенийĕнчи библиотекăсене çитсе курчĕ. Алексей Петрович чи малтанах Çĕнĕ Мăратри тĕслĕхлĕ библиотекăра пулчĕ. Унта вăл культура тытăмĕн ĕçченĕсемпе январь уйăхĕнче Чăваш Ене Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин килсе кайни пирки сÿтсе яврĕ. Тĕп хуламăртан килнĕ хăна каланă тăрăх, Владимир Владимировичăн тăваттăмĕш визичĕ республикăшăн интереслĕ те усăллă пулнă. А.Леонтьев калаçăвĕпе пухăннисене чылайччен тыткăнларĕ. Хăнасене тĕп библиотекарь О.П.Андреева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вулакансен шучĕ кăçал ÿснĕ иккен кунта.
Кăнтăрла иртсен информаци кунне Г.Ф.Волковăн кабинетĕнче пĕтĕмлетрĕç.
Источник: "Каçал Ен"