АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан та манмалла мар

17 февраля 2010 г.

 

Афганистанран совет çарĕсене илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 21 çул çитрĕ. Пирĕн районти вуншар воин-интернационалист унта çапăçнă. 5-шĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Тăван ене таврăннисем хушшинче те çут тĕнчерен уйрăлнисем те пур. Вĕсене манса каймаççĕ. Совет çарĕсене илсе тухнă кун воин-афганецсене халалласа Александровкăна кĕнĕ çĕре лартнă палăк умне интернационалист-ветерансем пуçтарăнчĕç, асăнса чечек кăшăлĕ хучĕç. ЧР çар ĕç военкомачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.А.Маурин, Афганистанра вăхăтсăр пурнăçĕ татăлнă, Хирти Явăшра çуралса ÿснĕ И.Гавриловăн вĕрентекенĕ пулнă А.Г.Агафонов, афганецсен районти совечĕн председателĕ В.Н.Гаврилов тата ыттисем те митингра тухса калаçрĕç. «Вилнисене нихăçан та манмалла мар. Вĕсем пысăк паттăрлăх кăтартнă»,— палăртрĕç вĕ сем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика