17 февраля 2010 г.
Пĕлтĕр, ноябрь — декабрь уйăхĕсенче, районти шкул ачисем хушшинче 26 предметпа олимпиада иртрĕ.
Çак олимпиадăсене Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи 48 вĕренекен хутшăнчĕ. Çитĕнĕвĕсем те пулчĕç вĕсен. Ачасем 51 хутчен малти вырăнсене йышăнса пурĕ 115 балл пухма пултарчĕç. Ытти шкулсем хушшинче 2-мĕш вăтам шкул пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕ. Олимпиадăсенче 24 вĕренекен 1-мĕш вырăна, 16-шĕ — 2-мĕш, 11 ача 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Хăш-пĕр ачасем уйрăмах пултаруллă пулчĕç. Тĕслĕхрен, 10 «а» класра пĕлÿ пухакан Настя Антонова 8 олимпиадăна хутшăнса 5 предметпа 1-мĕш вырăна, 2 предметпа — 2-мĕш вырăна тата пĕринпе 3-мĕш вырăна тивĕçме пултарчĕ. Настьăпа пĕрле вĕренекен Сергей Васильев та маттур, вăл 6 предметпа малти вырăнсене йышăннă. 11-мĕш класра вĕренекен Алексей Емельянов 4 предметпа, 9-мĕш класри Мария Минина 3 предметпа мала тухрĕ.
Район шайĕнче палăрнă ачасем республикăри олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Акă, Н.Антонова (10-мĕш класс) обществоведенипе 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Мария Минина (9-мĕш класс) астрономипе 2-мĕш, О.Боровкова (9-мĕш класс) биологипе 3-мĕш вырăна йышăнма пултарчĕç.
Ытти олимпиадăсене те тĕплĕн хатĕрленеççĕ вĕренекенсем. Вĕсем те малтисен ретĕнче пуласса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"