АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ

13 февраля 2010 г.

 

2009 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ «Федерацин «Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккуна алă пуснă. РФ Правительствин пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе 2010 çулхи çырава юпа уйăхĕн 14—25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

Пирĕн республикăра 297 çырав комиссийĕ (29-шĕ — район-хула округĕнче, 268-шĕ — хула-ял тăрăхĕнче). Вĕсем 1323 лару ирттернĕ, çав шутра пĕлтĕр — 724.

2009 çулхи хатĕрленÿ ĕçĕсене туллин пурнăçланă, адрес хуçалăхне йĕркене кĕртнĕ, çуртсене инвентаризациленĕ, çырава районланă, унăн пĕтĕ-мĕшле планне хатĕрленĕ.

Вăхăтлăх персонал — регистраторсем — çуртсен списокне тата картографи материалĕ вĕсене мĕнле вырнаçтарнипе пĕр килнине тĕрĕсленĕ. Тупса палăртнă 20,5 пин тÿрлетĕве схема планне кĕртнĕ, вĕсене шута илсе картографин çĕнĕ материалне йĕркеленĕ. Тĕплĕн тишкернĕ ĕçлĕ хутсене тĕпе хурса çырава районланă тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле планне хатĕрленĕ. Унпа килĕ-шÿллĕн çыравăн — 206, инструкторсен — 797, шутлавăн — 3172, стационарăн 631 участокне тумалла. Асăннă мероприятие хатĕрленсе ирттерме вăхăтлăх ĕçченсем 5,6 пин кирлĕ: участок ертÿçисем — 262, 917 инструктор-контролер, 4,4 пин çыравçă.

Адрес хуçалăхне йĕркелесси малалла пырать. Халиччен тĕрĕсленĕ 250,7 çуртран 40,3 пинĕшĕнче çитменлĕх тупса палăртнăччĕ. 2010 çул пуçланнă тĕле ку хисеп 4,2 пине çити чакнă. Вĕсене йĕркене кĕртме финансăн тĕрлĕ çăл куçĕнчен 5 млн. ытла тенкĕ тăкакланă.

Федераци миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ регистраци йĕркине пăхăннине, граждансем хăйсем тĕрĕссипе пулнă тата пурăннă вырăнтан регистрацирен тухнине контрольленĕ. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче халăх йышĕн 98,7: тĕрĕсленĕ. 2009 çул вĕçĕнче регистраци йĕркине хулара пăснă 8,6 пин çын тупса палăртнă, ялта пурăнакансенчен 1,8 пинĕшне хуçалăх кĕнекисене кĕртмен е вĕсенчен кăларман.

Çывхарса килекен çырав пирки çынсене пĕлтерес енĕпе туллин ĕçленĕ. Асăннă меро-прияти темине иртнĕ çул массăллă информаци хатĕрĕсенче анлăн çутатнă: çак тапхăрта хаçатсенче 434 материал пичетленĕ, телекурав каналĕсенче — 32, радиоэфирта 42 хут тухса калаçнă. Тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ — конкурс-викторина, ыйтăмсем ирттернĕ. Республикăра çырава халалланă 994 стенд вырнаçтарнă.

Çыравччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Ăна хатĕрленес енĕпе кăçал пурнăçламалли ĕçсем чăннипех яваплă: вăхăтлăх ĕçченсене суйласа илмелле, вĕрентмелле, вĕсене тухăçлă ĕçлеме тата çырав хучĕсене ытти документа шанчăклă упрама хураллакан пÿлĕмсем тупмалла, транспортпа, çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле, çырав умĕнхи тĕрĕслев ирттермелле — çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕррине тĕрĕслесе тупса палăртнă çитменлĕхсенчен хăтăлмалла.

Ятарласа вĕрентнĕ çынсене хутшăнтармалли меслете халăхăн 2002 çулхи, ял хуçалăхĕн 2006 çулхи çыравĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Çыравçăра кăмăл пуррисем пурте тăрăшма пултараççĕ — ĕçлĕ граждансем те, ĕçсĕрсем те, пенсионерсем те, студентсем те.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна хатĕрленсе ирттерес енĕпе пурнăçланă полномочисен тăкакĕсене 2010—2011 çулсенче федераци бюджечĕ субвенци шучĕпе саплаштарать. Чăваш Енре унăн виçи кăçал 5308,1 пин тенкĕпе (пĕтĕм суммăн 30:) танлашмалла, тепĕр 70: çитес çул уйăрма палăртнă.

Кăçалхи информаци тĕллевĕсенчен пĕлтерĕшли — çырава çÿллĕ шайра ирттерес тесе халăх шухăш-кăмăлне ырă витĕм кÿресси, граждансен çырав персоналĕпе килĕштерсе ĕçлес туртăмне вăйлатасси. Вĕсене çырав хучĕсемпе паллаштарма, ăнлантарма, мероприяти ĕç-хĕлне анлăн çутатма палăртнă. Унăн кăтартăвĕсене пичете хатĕрлесе çитеричченех çынсем ырласа хаклама пултараслăхлă хутшăнусем йĕркелемелле тата çирĕплетмелле.

Асăннă мероприятисем 2010 çулхи информаципе ăнлантару ĕçĕн планĕн проектĕнче тивĕçлĕ вырăн тупрĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ, яваплă çырава пирĕн пĕрлехи вăйпа хатĕрленсе кĕтсе илмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика