АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăлттай шухăшлисене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасшăн

13 февраля 2010 г.

 

Районта пултаруллă та маттур çамрăксем чылайăн. Вĕсем обществăлла ĕçре хастар, вĕренÿре те «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, унпа пĕрлех олимпиадăсене, конкурссене, мероприятисене хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Çакăн пек маттур хĕрсенчен пĕри — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Анастасия Антонова. Настя 9 çул Александровка тĕп шкулĕнче вĕреннĕ. Халĕ кунта пĕлÿ пухать. Пĕр вăхăтрах тĕрлĕ-тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнма ĕлкĕрет. Çитĕнĕвĕсем те пур. Районта çеç мар, республика, Раççей шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ вăл. Тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче çĕнтернĕрен Настя икĕ хутчен Пĕтĕм Раççейри ачасен «Орленок» лагерĕнче пулнă. Кунран пысăк савăнăç пулма та пултараймасть, паллах. Пĕр иккĕленмесĕрех кайма килĕшнĕ вăл унта. Ун пек телейлисем Чăваш Енрен татах та пулнă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк ахальтен мар кăçал ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. Умне лартнă тĕллевсене вăл çăмăллăнах парăнтарни куç кĕрет.

— Настя, ăçтан пур çĕре те ĕлкĕретĕн? Çăмăл мар пулĕ?

— Вĕренÿре те, ĕçре те нихăçан та çăмăл килмест. Умма лартнă тĕллевсене парăнтарма çеç пултармалла. Манăн ĕмĕтсем пысăк. Тăтăшах олимпиадăсене, конкурссене хатĕрленмелле. Унпа пĕрлех вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси те ачасен тивĕçĕ.

— Хăш предмет чуна çывăхрах?

— Нихăшне те пĕр-пĕринчен уйăрас килмест. Пурте малашнехи пурнăçра кирлĕ. Акăлчан чĕлхи çине ытларах тимлĕх уйăратăп. Вăл çăмăллăнах парăнасшăн мар. Общество предмечĕпе кăсăкланатăп, тăтăшах çак предметпа олимпиадăна хутшăнатăп. Акă, район шайĕнче çĕнтерсе республикăри олимпиадăра пултăм. Унта та ăнăçу ман енче пулчĕ. Халĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна хутшăнма хатĕрленетĕп.

— Пушă вăхăт юлать-и?

— Тупма тăрăшатăп. Вĕренÿрен канса илни те усăллă. Пушă вăхăтпа усă курса ÿкерме, чупма юрататăп. Тус-тантăшсемпе тĕл пулатăп. Аттепе аннене пулăшатăп.

— Çитĕнÿсем патне ăнтăлма кам хавхалантарса пырать сана?

— Аттепе анне, Лариса Макаровнăпа Сергей Витальевич, хавхалантараççĕ. Вĕсем мана йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлма пулăшаççĕ. Манăн пĕлĕве анлăлатассишĕн те сахал мар тăрăшаççĕ. Вĕренÿре тĕрлĕ литературăна суйласа илме пулăшаççĕ. Ăнланман ыйтусене те пĕрле сÿтсе яватпăр.

— Настя, саншăн пĕрремĕш вырăнта – вĕренÿ. Анчах та шкула ячĕшĕн çÿрекенсем те пур. Вĕсене мĕнле йышăнатăн?

— Шкул — пĕлÿ пухмалли вырăн. Унта çул тытрăн пулсассăн, вĕрен, ăс пух. Ку санăн тивĕçÿ. Педагог та çÿллĕ вырăнта пултăр. Анчах çăмăлттай шухăшлисем те пур çав пирĕн хушăра. Вĕсене сÿтсе явас килмест, кашнин хăйĕн пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ. Çавсене тĕрĕс çул çине тăма, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма пулăшас, обществăлла ĕçе явăçтарас килет.

— Ачан шухăш-кăмăлĕ улшăнни мĕнрен килет-ши?

— Чи малтанах тĕрĕс воспитани панăран пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисем çине алă сулсан, çемьери ача тĕрĕс-тĕкел çитĕнеймĕ. Тепĕр енчен, юлташĕсен витĕмĕ те пысăк пулĕ. Пĕри начар тăк, теприн унран лайăх пулма юрамасть.

Пирĕн килте воспитани çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Аттепе анне — педагогсем. Вĕсем пире шăллăмпа иксĕмĕре пурнăçра тĕрĕс çулпа утма, хурапа шурăна, усалпа ырăна уйăрма вĕрентеççĕ. Кулленех, ытларах вĕренÿре, пур ĕçре те пулăшса пыраççĕ. Аслисене хисеплеме, сума сума вĕрентеççĕ.

— Пур ĕçре те пултаруллă хĕрĕн юлташĕсем те маттур, паллах.

— Тантăшсемпе чăннипех те мухтанма пултаратăп. Вĕсем вĕренÿре маттур, обществăлла ĕçе те хастар хутшăнаççĕ.

— Настя, пĕрре мар республикăри олимпиадăсенче çĕнтерсе эсĕ «Орленокра» икĕ хутчен те пулнă. Мĕнпе асра юлчĕ вăл?

— «Орленока» кайса курас ĕмĕт кашни ачанах пур пуль. Ман ĕмĕт вара пурнăçа кĕчĕ. Çăмăллăн тивĕçмерĕ вăл. Нумай тар тăкма тивнĕ. Вĕреннĕ, алăран кĕнеке яман.

Çитсенех унти илемрен тĕлĕнтĕм. Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсе курниех мĕне тăрать. Е лăпкă вăл, е такама çилленнĕн шавлать, е... Лагерьте ăшă кăмăлпа кĕтсе илни халĕ те куç умĕнчех. «Орленок» тата пĕчĕк 7 лагерьтен тăрать, эпĕ «Стремительный» текеннине лекрĕм. Тĕрлĕ кружока кăмăлласах çÿрерĕм, астрономи кружокĕ темшĕн ытларах кăсăклантаратчĕ. Лагерь территорийĕнчех ăмăрткайăка халалланă монумент, музей, культурăпа спорт керменĕ, авиаципе космонавтика çурчĕ, спорт площадкисем, астрономи обсерваторийĕ, видеостуди, библиотека, радиостуди пур. Курмалли, тĕлĕнмелли тем чухлех унта. Виçĕ эрнере мĕн чухлĕ конкурс кăна иртмерĕ пулĕ! Çĕнĕ вăйăсем вĕрентĕмĕр, нумай юрă çырса илтĕмĕр. Лагерьти хăй тытăмлăх канашĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Унта чи лайăх 10 ачана конкурс витĕр кăларса суйларĕç. Тĕрлĕ хулана çитсе куртăмăр, унти шкулсенчи парламентсемпе тĕл пулу ирттернĕ. «Стремительный» лагерĕн ылтăн списокне лекме пултартăм. Вăхăтпа, кашни кунпа туллин усă курма тăрăшнă. Çĕннине ытларах пĕлес килетчĕ.

— Инçетре тунсăхлаттăн-и?

— Чăваш Енрен инçетре эпĕ хамăн тăван тăрăх пирки пĕр самантлăха та манман. Лагерьте темĕнле лайăх пулсассăн та çуралнă вырăнтан хакли çук. Инçетре чухне атте-аннесĕр, шăллăмсăр, тус-тантăшсемсĕр тунсăхларăм. «Орленок» ман асра тарăн йĕр хăварчĕ, çĕнĕ юлташсем тупрăм. Ытти ачасене те республикăра иртекен олимпиадăсенче, конкурссенче çĕнтерсе «Орленока» кайма путевка çĕнсе илме сĕнетĕп.

— Сан шухăшпа, паянхи çамрăксем хушшинче пулас ăсчахсем пур-и?

— Паллах, тĕрлĕ наукăпа интересленекен çамрăксем пирĕн хушăра сахал мар. Çакна эпĕ олимпиадăсенче, творчество конкурсĕсенче пулнă май асăрхатăп. Мĕн тери ăслă, анлă тавракурăмлă ачасем сахал мар. Паллах, вĕсем хăйсен пурнăçне тĕпчевпе çыхăнтарассинче иккĕленÿ çук. Çамрăксем çĕршыв пуласлăхĕ тесе ахальтен каламан.

— Настя, хăвăн пурнăçна мĕнле профессипе çыхăнтарассине шутланах ĕнтĕ эсĕ?

— Професси пирки тĕплĕн шутласа пăхман. Ку вăл пурнăçри чи яваплă, пысăк утăмсенчен пĕри.

— Мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăн?

— Кашни çамрăкăн пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултармалла. Паянхи куна чи пысăк тĕллевсенчен пĕри — вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси, экзаменсене лайăх тытасси. Ун хыççăн пĕр-пĕр аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕресшĕн. Атте-анне манпа мăнаçланма пултарччăр. Тăван çĕршывшăн усăллă çын пуласчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика