13 февраля 2010 г.
Афганистан çĕрĕ çинчен Совет салтакĕсене илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 21 çул çитет. Ытла та хака ларнă çав вăрçă çĕршывшăн. Пирĕн республикăран çеç
111 çын унтан таврăнайман. Çĕршывĕпе вара вăрçă хирĕнче пуç хунисен йышĕ 15 пине çитнĕ. Пирĕн районти 5 çамрăка ашшĕ-амăшĕ кĕтсе илеймен. Вăл шутран иккĕшĕ — Элпуç поселенийĕнчи ялсенчен.
Игорь Титович Гаврилов 1963 çулта Хирти Явăш ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, 1982 çулта, Игорь çара кайнă. Кĕске вăхăтрах службăра «Çар отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Афганистанри революцие хирĕç кĕрешекен вăйсене пĕтерме янă подразделенире И.Гаврилов аслă сержант та пулнă. Пĕр çапăçура ăна йывăр амантаççĕ. 1987 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче унăн чĕри тапма пăрахать. Ун чухне каччă 21 çулта çеç пулнă. Вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Воин-интернационалист çуралса ÿснĕ çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă, ун ячĕпе пĕр урам хисепленсе тăрать. Вăл вĕреннĕ шкулта ун ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ.
Фазых Миникадирович Тазетдинов 1960 çулта Тутар Элпуç ялĕнче çуралнă. Хирти Явăш вăтам шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт «Дружба» колхозра ĕçленĕ. 1979 çулта çар тумĕ тăхăннă. БМП механик-водителĕ Ф.Тазетдинов сахал йышлă вăйпа душмансемпе çапăçнă чухне вилмеллех пуçран аманнă. Вăл пурăннă ялти тĕп урама ун ятне панă, шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Правительство паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă.
Элпуç тăрăхĕнче Афганистанри çапăçусене хутшăннă, тăван киле чĕрĕ таврăннă салтаксен ячĕсене те асăнмасăр иртес килмест. В.Н.Аполонов, А.М.Розов, Э.М.Идрисов, В.П.Васильев, Н.С.Степанов, М.М.Фаряхов, С.Х.Хайруллин, Д.В.Григорьев, И.В.Куропаткин, В.И.Григорьев, В.В.Васильев, А.И.Григорьев, В.П.Назаров, Р.З.Низамов афган çĕрĕ çинче интернационалла çар тивĕçне пурнăçланă. Владимир Назарова «За отличие на военной службе» II степеньлĕ тата «Вооруженным силам СССР — 70 лет» медальсемпе, Афганистан правительстви «От благодарного афганского народа» паллăпа наградăланă. Ытти афганецсем те хисепе тивĕçнĕ.
Эпĕ хальхинче Рим Зиннурович Низамов пирки ытларах каласа парасшăн. 1964 çулта Тутар Элпуçĕнче çуралнăскерĕн, 1983 çулта çара кайма ят тухать. Салтак çулĕ ăна Афганистан чиккине илсе çитерет. Маттур разведчик «Çар отличникĕ» паллăна тивĕçет.
Афганистан çĕрĕ çинче вилĕме куçа-куçăн тăнă вăл. Акă, Ургун провинцийĕнче душмансем ватă çынсемпе ачасене те шеллемен. Пусăсене, арыксене наркăмăш янă, тырпул уйĕсене, шкулсене чĕртсе янă, хĕрарăмсене пусмăрланă, учительсене вĕлернĕ. Р.Низамовпа юлташĕсем вĕсен базине тупса палăртнă, тăшман вăйне тĕпчесе пĕлнĕ. Совет салтакĕсем Афган халăхĕн салтакĕсемпе хаяр çапăçăва кĕнĕ. Йĕри-тавра çĕр кисренсе çеç тăнă. Снарядсем шартлатса çурăлнă, пульăсем шăхăрса вĕçнĕ. Çапăçура пуçарулăх кăтартнăшăн «За отвагу» медале тивĕçнĕ. Ун пек çапăçусем пĕрре мар пулнă. Вăрçă вăрçах çав, пĕр хаяр çапăçура хăюллă салтака тăшман ураран амантать. Р.Низамова малтан Афганистанри, унтан Ташкент, Тбилиси хулисенчи çар госпиталĕсенче сиплеççĕ. Часах вăл тăван яла таврăнать. Çулталăка яхăн Рим çĕнĕрен утма хăнăхать. Туяпа çеç çÿрекенскер, паллах, ĕçлеме пултарайман. Афганистанри йывăр вăхăтсем тĕлĕкре те курăннă: снарядсем çурăлни, БТР-сен кĕрлевĕ...
Сывалса çитсен вăл Шупашкара çул тытать. Кунта ăна Афганецсен Союзĕн территорири пайĕ «Электротовары» магазина сутуçăна вырнаçтарать. Каярахпа ĕнерхи салтак Мускаври кооператив институчĕн Шупашкарти филиалĕн экономика факультетне вĕренме кĕрет. Ăна куçăмсăр майпа ăнăçлă вĕçлет. Çамрăксемпе, ачасемпе тĕл пулусем ирттерет, çарпа патриотизм темипе калаçать.
Паян Р.З.Низамов Хусан хулинче пурăнать, мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтернĕ. «Эпир тÿснĕ хăрушлăха, йывăрлăха мăнуксем те ан курччăр», — тет вăл.
Афган вăрçинче пуç хунисене те, халĕ пурăнакансене те манас марччĕ. Вĕсем вилĕмпе куçа-куçăн тăнă.
Источник: "Каçал Ен"