АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян ĕнерхинчен лайăхрах ĕçлемелле

13 февраля 2010 г.

 

Февралĕн 11-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем хăйсен 2009 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме пуçтарăнчĕç. Пуху ĕçне Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова, район пуçлăхĕ Геннадий Волков хутшăнчĕç.

Пирваях культура пайĕн начальникĕ Василий Васильев отрасльти пĕлтĕр тунă ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Çавăн пекех Василий Софронович кулленхи пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсемпе кăткăслăхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Экономика кризисĕн витĕмĕ культура сферине те пырса çапнă. Бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ виçине катнипе хăш-пĕр штатсене чакарма та тивнĕ. Çапах çакă меропритятисен пахалăхĕ çине япăх витĕм кÿреймен. Пултарулăх коллективĕсем тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, район çыннисене чаплă концертсемпе савăнтараççĕ. Республика тата район хыснинчен укçа уйăрнипе 4 учрежденине модернизацилеме пултарнă. Çÿлтен парасса çеç кĕтсе лармаççĕ клубсемпе библиотека, музей ĕçченĕсем тÿлевлĕ пулăшу шучĕпе хăйсем те укçа-тенкĕ тăваççĕ.

Паянхи куна 20 культура учрежденине çутçанталăк газĕпе ăшăтаççĕ, ку пĕтĕм йышăн 57 проценчĕпе танлашать. 2009 çулта отрасльти уйăхри вăтам ĕç укçи 5672 тенкĕ пулнă.

Тĕп доклада сÿтсе явса Фарит Гибатдинов, Валентина Курицына, Вера Горбунова, Елена Павлова тата Елена Александрова, Инна Ядрова тухса калаçрĕç. Вĕсем хăйсене шанса панă участоксенчи ĕç пирки каланисĕр пуçне малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç, кăçал татса памалли ыйтусене çĕклерĕç.

Культура министрĕ Роза Лизакова 2009 çулта Комсомольски районĕнче культура отраслĕ пĕр тикĕс аталанса пынине, тĕп кăтартусем упранса юлнине ырларĕ. Периодика изданийĕсем çырăнассипе те кунта аван лару-тăру пулнине палăртрĕ: 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче ялти кашни библиотека пуçне 20,3 экземпляр хаçат-журнал çырăннă.

«Культура учрежденийĕсене модернизацилес юхăм пуçланчĕ республикăра. Анчах хальхи техникăпа тултарсан та, тем тĕрлĕ чаплă юсав тусан та культурăра ĕçлекенсем çынсене чун ăшшипе, ырă кăмăлпа кĕтсе илмесен клуба та, библиотекăна та çÿрекен сахал пулĕ. Хăвăрăн тĕп миссине нихăçан та ан манăр», — сунчĕ Роза Михайловна.

Район пуçлăхĕ Геннадий Волков культура çурчĕсемпе туллинрех усă курма чĕнсе каларĕ. Тĕрĕссипе, залсенче çулталăкра миçе мероприяти иртет? Нумай мар вĕт. Вĕсене хĕлле хутса ăшăтма вара самаях тăкакланма тивет. Кашни çыннăн хуçа туйăмĕ пулмаллине, кирек ăçта та тирпейлĕхе тытса пымаллине тепĕр хут аса илтерчĕ Геннадий Федорович.

Пухура çавăн пекех ĕçре палăрнисене, професси енчен чи лайăххисене район администрацийĕн культура пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне кăçал янă Çырăвне халалласа «Чувашия для будущего» выставка йĕркеленĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика