06 февраля 2010 г.
Январĕн 29-мĕшĕнче район прокуратури çумĕнчи ĕçлĕ ушкăн харпăр предпринимательсем налук тата пенси саккунĕсене мĕнле пурнăçланипе паллашнă. Вĕсем таксипе тата ытти транспортпа пассажирсене епле турттарнине тĕрĕсленĕ.
Канашлура районти ГИБДД тата налук ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕрĕслеве сÿтсе явнă. Вĕсенчен харпăр предприниматель ĕçне чылайăшĕ регистрацилемен. Прокурор постановленийĕпе, 1 номерлĕ суд участокĕн миравай судья 2 çынна РФ Административлă Кодексĕпе штрафланă.
Çакăн пек рейда февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче тепĕр хутччен ирттерме палăртнă. Унччен вĕсем хăйсен ĕçĕсене йĕркене кĕртессе шанас килет. Енчен те эсир, таксипе е урăх транспортпа çынсене илсе çÿрекенсен енĕпе кăлтăксене асăрхарăр пулсан 5-11-06 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"