10 февраля 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал, майăн 9-мĕшĕнче, 65 çул çитет. Шел те, çак пысăк уява кĕтсе илекен ветерансем, Çĕнтерĕве туптанисем пирĕн хушăра сахалăн. Вĕсем районĕпе те 89 çын çеç. Хăш-пĕр ялсенче вара ветерансем юлман та. Вĕсене пысăк тимлĕх уйăрасси, кулленхи пурнăçра пулăшса пырасси — пирĕн тивĕç. Пĕр пĕчĕк пулăшушăн та ватăсем епле савăнаççĕ.
Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалласа ветерансен сывлăхне тĕрĕслеме Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ятарласа диспансеризаци йĕркеленĕ. Çак ĕçе пирĕн районта та пуçăннă. Диспансеризаци витĕр 284 çын тухмалла. Ветерансем тĕрлĕ анализсем параççĕ, специалистсем патĕнче пулаççĕ. Хамăрăн тухтăрсем çеç мар, республикăри ветерансен клиника госпиталĕнчи врачсем те кунта килеççĕ, прием ирттереççĕ. Акă, февралĕн 5-мĕшĕнче районти тĕп больницăра клиника госпиталĕн урологĕ, медицина наукисен кондидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Леонид Петрович Ефимов чирлисене йышăнчĕ. «Эпир ветерансен сывлăхне тĕрĕслеме тăтăшах районсене тухса çÿретпĕр. Акă, паян та Наталья Николаевна Спиридонова терапевтпа кунта. Унсăр пуçне районсене невролог, окулист, хирург тухса çÿреççĕ. Килнĕ чухне кашнине пулăшу парас килет. Черетре тăракансене пурне те йышăнатăп (ветерансем унта чăнах та чылайăнччĕ). Вĕсене хулана пырса çÿреме йывăр»,— терĕ Леонид Петрович.
Çакă, паллах, пуриншĕн те меллĕ. Çакна черетре тăракансем те çирĕплетрĕç.
Источник: "Каçал Ен"