10 февраля 2010 г.
Ĕçе ырана хăварма хăнăхман кунта. Мĕн тума палăртнине яланах вăхăтра пурнăçласа пыма ĕлкĕрни вара тÿрремĕнех ĕç кăтартăвĕсем çинче палăрать. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ — паян ĕнерхинчен, ыран — паянхинчен лайăхрах ĕçлесси.
Акă, февралĕн 6-мĕшĕнче 2009 çулти ĕçсене пĕтĕмлетме хуçалăхра отчетлă пухăва пуçтарăнчĕç. Пĕлтĕр вĕсем 1613 гектар çĕр çинче тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсем акса-лартса пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ те аван: пĕр гектартан 29,2 центнер. Çĕр улмине гектар пуçне 117,5 центнер туса илнĕ.
Хырхĕрри культура çуртĕнче халăх нумай пухăннă. Яланхи пек, председатель докладĕнчен пуçланмарĕ пуху: хуçалăх специалисчĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса калаçрĕç, йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕç. Çапла вара В.Т. Петров тĕп агроном, С.Г.Катиков тĕп зоотехник, З.П.Андреева тĕп экономист, Н.Е.Нямуков тĕп бухгалтер иртнĕ çулхи ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç.
Специалистсене итленĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: хуçалăха чи пысăк тупăш параканни вăл — сĕт. Иртнĕ çул ăна вырнаçтарса 1598 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх сутса 1041 пин тенкĕ тупăш курнă. Пурĕ хуçалăхра 8655 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Сĕт сăвăмĕ выльăха мĕнле пахалăхлă апат çитернинчен нумай килет. Кооператив ĕçченĕсем иртнĕ çул пурĕ 12593 центнер сĕт суса илнĕ, 2008 çулхипе танлаштарсан, 621 центнер ытларах. Иртнĕ çул кашни 100 ĕне пуçне 95 пăру илнĕ. 2010 çул тĕллевĕсене те палăртрĕç тухса калаçакансем: тĕш-тырă 890 гектар, çĕр улмине 100 гектар, кукуруза 100 гектар, пĕр çул ÿсекен курăка 63 гектар тата нумай çул ÿсекеннине 310 гектар çине лартмалла. Выльăх-чĕрлĕх рационĕ пуян та пахалăхлă пултăр тесен 500 тонна утă тата 4300 тонна силоспа сенаж хатĕрлемелле иккен. Уйăхри вăтам ĕç укçи 2008 çулта 5559 тенкĕ пулнă пулсан, иртнĕ çул вăл 7431 тенкĕпе танлашнă.
Кооператив кассине çулталăкра пурĕ 26792 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Çав шутран 10790 пин тенкине ĕç укçине тÿлеме янă, ку вăл 40 процентпа танлашать.
Каярахпа сцена çине хуçалăх ертÿçи В.Г.Михеев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев, агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев тата ыттисем те тухрĕç.
Малалла ертÿçĕ хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче пултарулăх кăтартнă ĕçченсене Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем парса чысларĕ.
Хуçалăх малалла ăнăçлă аталантăр тесен, «Восток» ЯХПК ĕçченĕсен 2010 çулта сахалтан та 40 миллион тенке яхăн ĕçлесе илмелле.
Пухура çавăн пекех 1978 çултанпа аслă бухгалтерта тăрăшакан Нина Витальевна Земсковăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне пачĕç. Нумай çул хуçалăхра ĕçленĕ Ю.А.Шикова вара тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа пухăннисем саламларĕç. «Пенсие тухрăм пулсан та килте алă усса ларма шутламастăп-ха. Мĕн вăй çитнĕ таран ĕçлес кăмăл пур»,— терĕ Юрий Александрович, хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçласса шантарса.
«Çамрăксем çĕр çинче ĕçлеме кăмăл тăваççĕ-и?», — тесен, мана хуçалăхăн тĕп специалисчĕ Людмила Васильевна Трофимова çапла хуравларĕ: «2009 çулта кăна хуçалăхра ĕçлеме кăмăл тăвакан 5 çамрăк ыйту çырса пачĕ. Ÿркенмелле мар çеç, ялтах ĕçлесе йĕркеллĕ, ытлă-çитлĕ пурăнма май пур». Пухура тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, малалли тĕллевсене палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"