АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре инкек ан пултăр

10 февраля 2010 г.

 

«Ферма» операци вăхăтĕнче рейдсем йĕркелерĕмĕр. Тĕрлĕ фермăсене çитсе унти лару-тăрупа паллашрăмăр. Ĕç условийĕсем, ĕç сыхлавĕ, техника хăрушсăрлăхĕ енчен тишкертĕмĕр. Фермăсенчи механизаци, электрооборудовани мĕнле шайра пулнине тĕрĕслерĕмĕр.

«Турхан» ял хуçалăх кооперативĕ — выльăх-чĕрлĕх енĕпе районта чи ăнăçсăр ĕçлекен хуçалăх. Унта иртнĕ çул кашни ĕнерен 2760 килограмм çеç (районта чи пĕчĕкки) сĕт суса илнĕ. Пăру илесси те япăх. Апат та çителĕксĕр хатĕрленĕ. Паянхи кун кашни ĕнерен талăкра 3 килограмм çеç сĕт сăваççĕ. Фермăра ĕçсене пурне те тенĕ пекех алă вĕççĕн тăваççĕ. Витесем патне пыракан çулсене юртан тасатман. Енчен вут-çулăм тухсан пушар машини те çитеймĕ, кам та пулин амансан васкавлă пулăшу машини те кĕреймĕ.

«Сюрбеево» ОООра йĕркелĕх хуçаланать. Витесенче таса. Кунта кашни ĕне пуçне шутласан пĕлтĕрхинчен 800 килограмм сăвăм ÿстернĕ. 100 ĕне пуçне 108 пуç пăру илнĕ. Концентрат, сенаж, утă параççĕ. Кĕркуннех Ульяновскран жмых илсе килсе буртисене хунă. Сварка ĕçне техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмасăр тăваççĕ. Фермăра ĕçлекен МТЗ-82 трактора регистрацилемен.

«Дружба» хуçалăхра ĕне шутне ÿстернĕ. Хăйсен вăйĕпех сĕт сумалли «Де лаваль» оборудовани вырнаçтарнă.

Электропроводсем тĕлĕшпе пĕчĕк кăлтăксем асăрхарăмăр. Вак-тĕвек çитменлĕх те тепĕр чухне инкек патне илсе çитерме пултарать. Пĕтĕмĕшле илсен вара фермăри техника юсавлă.

«Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕ — кашни ĕнерен сĕт сăвас енĕпе пĕлтĕр районта 5 пин килограмран иртнĕ хуçалăхсенчен пĕри. Ĕçлекенсем çителĕклĕ. Малашне кунта ĕне шутне ÿстересшĕн. Выльăхсене концентрат, утă, сенаж параççĕ. Ваккуумлă насус, электропралук пирки асăрхаттартăмăр. Оборудовани юсавлă. Эпир пынă чухне кунти ĕçченсем апата вĕтетекен ДИС-3 агрегат патĕнче тăрмашатчĕç. Вăл кивелсе çитнĕ, хăрушсăрлăх енчен те тивĕçтермест. Малашне хуçалăхри специалистсен çĕнĕ йышшине туянмаллах.

«Заря» хуçалăхра вара лару-тăру çăмăлах мар. Ферма заведующийĕсем улшăнсах тăнă. Иртнĕ çулхинчен кашни ĕне пуçне сăвăма 647 килограмм чакарнă. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ те сахалланнă. Районĕпе 100 ĕне пуçне 93 пуç пăру илнĕ пулсан, çĕнĕмăратсем пурĕ те 76 пуç анчах. Сенаж пахалăхĕ япăх. Чи кăткăс проблема вăл — фермăра шыв çукки. Ăна урăх çĕртен илсе килеççĕ. В.Евдокимов тракторист кунне 3 хут турттарса килсе ятарлă савăта ярать. Ĕнесене шăварма унтан шыв илеççĕ. Моторсем патĕнче кожухсем çук. Транспортера юсанă чухне е урăх тĕлте сварка ĕçĕсене ятарлă пĕлÿ илмен çынсемех пурнăçлаççĕ. Ку вара техника хăрушсăрлăх правилисене пăсни пулать.

Рейдсене пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха? Ферма ĕçĕ нихăçан та çăмăлах пулман. Ĕçченсем тăрăшаççĕ. Техника пур çĕрте те тенĕ пекех юсавлă. Пысăк кăлтăксемех асăрхамарăмăр.

Анчах та çынсем ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕлсех каймаççĕ. Ку енĕпе ферма заведующийĕсен инструктажсем ирттермеллех. Ĕçре инкек сиксе ан тухтăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика