АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Старта тухнă

03 февраля 2010 г.

 

Кашни çулах районта Олимп чемпионне В.Воронкова халалласа йĕлтĕрçĕсем тупăшаççĕ.

Акă, январĕн 31-мĕшĕнче Хырхĕрри ялне спортпа физкультурăна юратакансем чылайăн пухăннă. Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев, «Восток» ЯХПК ертÿçи В.Г.Михеев пуçтарăннисене, спортсменсене ăнăçу суннă.

Тупăшу чăнах та хĕрÿ пынă. Ăмăртусем 3 ушкăнра иртнĕ: тĕп, вăтам шкулсем тата ял поселенийĕсемпе организацисем хушшинче.

Пирваях старта тĕп шкулсенче вĕренекен арçын ачасем тухнă, ушкăнри хĕр ачасем те чупăва хĕрÿ ирттернĕ. Дистанцире А.Волковăпа (Хырхĕрри) Н.Волков (Нĕркеç) — пĕрремĕш, Н.Можаевăпа (Нĕркеç) М.Белков (Хырхĕрри) — иккĕмĕш, Л.Мухаметшинăпа (Чĕчкен) Н.Ятманов (Хырхĕрри) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Вăтам шкулсенче вĕренекенсем те тăрăшса чупнă. Хĕр ачасенчен чи маттурри А.Шурбина (Çĕнĕ Мăрат) пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Н.Черновăпа К.Шикарева йышăннă. Арçын ачасенчен А.Белков (Хырхĕрри) пĕрремĕш, С.Прокопьев (Нĕркеç) иккĕмĕш, А.Андриянов (Çĕнĕ Мăрат) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Ял поселенийĕсенчен тата организацисенчен килнĕ спортсменсем хушшинче те тупăшу хĕрÿ пынă. Кунта «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем пултаруллăрах пулнă: М.Белковăпа Н.Ятманов пĕрремĕш, Д.Хлебниковăпа С.Пожеданов иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш вырăна Н.Васильев (Хирти Сĕнтĕр) тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем тата Хисеп грамотисем парса чысланă. «Восток» ЯХПК правленийĕпе профком ăмăртăва хутшăнакансене вĕри апатпа тивĕçтернĕ.

Шел пулин те, Александровка, Тукай Мишер тата Хирти Явăш тĕп, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕсенчен вĕренекенсем хутшăнман. Йĕлтĕр çине çанталăкран хăраса тăман-ши?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика