03 февраля 2010 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем пуçланчĕç. Чи малтанах вăл «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче иртрĕ.
Доклада итлесе лартăм та асăннă хуçалăх япăх мар ĕçлени палăрчĕ. Р.М.Мансуров коллектива лайăх ертсе пынине, ĕçченсем тăрăшуллă пулнине кăтартусем туллин çирĕплетеççĕ. Çакăн пирки ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та асăнчĕ. Иртнĕ çул кооператив 2004 çулхипе танлаштарсан чылай тупăш илнĕ. 5 çул каялла çулталăка 1 миллион та 169 пин тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ пулсан, пĕлтĕр 5 миллион та 190 пин тенкĕ услам курнă.
Хуçалăх ĕçĕ-хĕлне палăртса нумай цифра илсе кăтартма пулать. Сăмахран, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем кашни гектартан 24,2 центнер, çĕр улми 180,6 центнер тухăç панă. Çапла вара тырăран 174 пин, çĕр улмирен 1 миллион та 389 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕтĕмĕшпе илсен 139 пин тенкĕ тăкак кÿнĕ, сыснасем самăртни тата сĕт туса илсе сутни тупăшлă пулнă.
Кооператив правленийĕ кашни уйăхрах вăхăтра ĕç укçи тÿлесе пынă. Çак тĕллевпе 4 миллион та 351 пин тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне ĕçлекенсене 3668 центнер тĕш-тырă, 1440 центнер утă, 2108 центнер улăм панă. Кооператив членĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 6232 тенкĕпе танлашнă.
Кирек мĕнле хуçалăхра та юсав ĕçĕсем тумасан, çĕнĕ хуралтăсем çĕклемесен вăл юхăнать. Кооперативра иртнĕ çулта йĕтем, утă хумалли склад, кормоцех çивĕттисене улăштарнă, фермăсенчи хăш-пĕр витесенче урайсене çĕнетнĕ. Чи пĕлтерĕшли — сĕт-çу фермине реконструкци туса унта сĕт сумалли çĕнĕ оборудовани тата пăрăхсем вырнаçтарни. Кунсăр пуçне кашти ялтах урамсенчи çулсене вак чул сарса тикĕсленĕ.
Паянхи кун ял хуçалăхĕнче пур ĕçе те тенĕ пекех техникăпа пурнăçлаççĕ. Кооперативра 13 трактор, тĕш-тырă пуçтармалли 5 комбайн, груз турттармалли 10 автомашина, кăкарса ĕçлемелли ытти техника пур.
Председателĕн те, специалистсен те малашнехи тĕллевĕсем пысăк. Ĕçченсем те пултаруллă ертÿçĕне кура тата ытларах тăрăшаççĕ. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçлансах пытăрччĕ. «Дружба» хуçалăх тухăçлă уй-хир культурисем, çитĕнтерессе, фермăсенче продукци ÿстерессе шанма пулать.
Источник: "Каçал Ен"