АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят вăл, чаплă ят вăл, юлĕ ĕмĕре!

03 февраля 2010 г.

 

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла килсе тапăнсан совет халăхĕн мирлĕ пурнăçĕ татăлнă. Тăван çĕр шыв умне калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăнă. Ĕмĕрсем пайтах иртĕç, анчах халăх 1418 кун пынă çапăçура тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнине, Аслă Çĕнтерÿшĕн пĕтĕм вăйне хурса, çĕрне-кунне пăхмасăр ĕçленине никам та манмĕ, ăна пĕтĕм тĕнчери этемлĕх ĕмĕр-ĕмĕр ырăпа асăнĕ.

Мирлĕ пурнăç парнеленĕ çынсене епле асран кăларăн; Вĕсем хăйсене шеллемесĕр паттăр çапăçнăран эпир паян ырлăхра пурăнатпăр. Тискер тăшмана çĕнтернĕренпе кăçал 65 çул çитет. Паллă уява çÿллĕ шайра ирттерме хатĕрленеççĕ, хăш-пĕр мероприятисем пуçланнă та. Акă, январĕн 30-мĕшĕнче культурăпа кану центрĕнче «Çĕнтерÿ салючĕ» республикăри фестиваль иртрĕ. Каçалсен пултарулăхне Шупашкартан килнĕ жюри членĕсем хакларĕç. «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале «Все, что было не со мною, помню» театрализациленĕ представленипе хутшăнчĕç. Çак программăна каçалсем хăйсен пултаруллă ентешне, Аслă Отечественнăй вăрçă участникне, педагога, таврапĕлÿçе Борис Григорьевич Кокорева халалларĕç. Çак анлă мероприятинчех Вĕрентекен çулне район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов уçрĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн стипендиачĕсене те свидетельство парса саламларĕç.

«Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль чăннипех те хăйне евĕр иртрĕ. Программа тĕрлĕ енлĕ, анлă, пĕлтерĕшлĕ пулни тÿрех курăнать. Кунта пĕр вăхăтрах вăрçă вăхăтне те, паянхи пурнăçа та туллин сăнланă. «Все, что было не со мною, помню» представление урок евĕр йĕркеленĕ. Б.Г.Кокорев учитель рольне В.Ванюркин калăпларĕ (пĕрре-мĕш сăн ÿкерчĕк). Вăл педагог хăй хыççăн тĕпчесе хăварнă хăварнă нумай-нумай историе ачасене каласа пачĕ. Борис Григорьевич хăй вăхăтĕнче вĕренекенсемшĕн чылай ĕç пурнăçланă. Ачасем пуçласа Мускав, Ульяновск тата нумай-нумай хулана çитнĕ. «Сокол», «Юные соколята» клуб ертÿçи те вăлах пулнă. Çамрăк ăру пултаруллă педагогăн пурнăçне пĕлмеллех. Урокри ачасен рольне М.Михайлова, В.Носова, В.Салмина, Ю.Чернова, А.Кокорева, Т.Григорьева, С.Васильев, Д.Краснов, Р.Арифуллин, В.Митюков, Г.Герасимов, А.Емельянов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), В.Сорокин, Н.Яковлева, К.Кириллова, Л.Мурзаева, А.Яковлева, М.Краснов, С.Николаев, В.Павлова, А.Николаева (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) вылярĕç. Ачасем пуçласа сцена çине тухрĕç, вĕсемшĕн вăл пĕрре-мĕш утăм пулчĕ. Урокра мĕн чухлĕ пĕлÿ илме пулать иккен. Совет Союзĕн Геройĕсене Ф.Чернова, Г.Габайдуллина, К.Антонова, Г.Чернова, И.Кабалина, В.Разумов вице-адмирала та асăнмасăр хăвармарĕç ачасем. Вĕсем историнче тарăн йĕр хăварнă. Уяв юрă-ташăсăр пулмасть. Вăрçă теми — уявра тĕп вырăнта пулчĕ. «Журавли» юрра В.Ванюркин чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ. «Дай нам Боже», «Русский парень», «Самоволочка» юрăсене куракансем хапăлласах йышăнчĕç. «Островок» ташă ушкăнĕсĕр (ертÿçи Т.Иванова) районти пĕр мероприяти иртмест тесен те тĕрĕс пулĕ. Фестиваль те вĕсем çĕнĕ номерсемпе савăнтарчĕç.

«Презрение» приютра çитĕннĕ ачасем донорсем пулнине В.Курицына чуна пырса тивмелле каласа пачĕ. Нимĕçсем пирĕн çĕр шыв ачисене шеллемесĕр юн илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вара çак тискерлĕхе чăтаймасăр пурнăçран уйрăлнă. Тĕрĕсрех каласан, уйăрнă, пурнăçпа савăнма та паман. Шел, миçе ача ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă. Сахал мар хура-шур курма тивнĕ халăхăн, пайтах çухату чăтса ирттернĕ пурнăçпа вилĕм хушшинчи çапăçура.

Выçлăха та чăтнă мирлĕ халăх. Çитĕнтернĕ тыр-пула пĕтĕмпех фронта ăсатнă. Вăрçă çулĕсене лекнисем çакна паянхи кун пек астăваççĕ. Выçлăх пирки те асăнчĕç фестивальте. Кукамăшĕ мăнукне çав вăхăтсем пирки тĕплĕн каласа парать. Анчах та пĕчĕкскер, çак нушана курманскер, ăна ăнланасшăн та мар тейĕн. «Çăкăр лавккаран туянма, кÿршĕрен илме пулать»,— тет вăл. Паллах, çамрăк ăру выçлăх мĕн иккенне пĕлмест. Ун пек нушана курмалла та ан пултăрччĕ.

«Каçал», «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕсем мирлĕ пурнăçа ташласа, юрласа сăнларĕç. Паян эпир çакăн пек пурăнатпăр та.

Уява çÿллĕ шайра йĕркелес тесе культура ĕçченĕсем нумай тăрăшнă. Проект руководителĕн А.Кокшинан ĕçне куракансем пысăк хак пачĕç. Л.Носова режиссер ĕçĕ те курăмлă. Сасă режиссерĕсĕр В.Кокшинсăр та уяв хитре пулмĕ.

Фольклор тата вокал ансамблĕсем çак кун хăйсен пултарулăхне те хÿтĕлерĕç. Шупашкартан килнĕ жюри членĕсем фестивале пысăк хак пачĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупни, зал туллиех пулни фестиваль пурне те килĕшнине çирĕплетет мар-и вара?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика