АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсене пурнăçа кĕртсе

30 января 2010 г.

 

Н.Н.Карпов Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пикенни январĕн 31-мĕшĕнче çулталăк çитет. Николай Николаевич 1968 çулта çак ялтах çуралнă. Нумай çул «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшнă. Вăл — халăх шăпишĕн çунакан, хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçлакан ертÿçĕ. Паянхи ыйтусене хускатса эпĕ Н.Карповпа курса калаçрăм.

— Николай Николаевич, ертÿçĕ тилхепине алра тытса пыма çăмăлах мар пулĕ. Кашни çыннăн хăйĕн ыйту. Мĕн вăй-хăват парса пулăшса пырать-ха Сире çак ĕçре?

— Асанкасси — районта чи пысăк ялсенчен пĕри. Халăхпа килĕштерсе, пĕр шухăшлă пулса ĕçлесе пурăнни йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать. Мансăр пуçне тата ятарлă 2 специалист ĕçлет. Тĕслĕхрен, халăха валли кирлĕ документсем хатĕрлемелле е ăнлантару ĕçĕ ирттермелле — çак тивĕçсене вĕсем хăйсем çине илнĕ. Çавăн пекех çынсене пулăшу кÿрес тĕллевпе час-часах вырăна прокуратура, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене, Пенси фончĕпе социаллă политика сферинче ĕçлекенсене, тухтăрсене тата ытти специалистсене йыхравлатпăр. Ялсенчен тухса çÿрейменнисемшĕн ку питĕ паха. Паянхи кун Асанкасси ялĕнче кашни урамах асфальт çул çитмен-ха. 2009 çулта ял çыннисем укçа-тенкĕ пухса çул-йĕре тирпей кĕртес тесе нумай ĕç турĕç. Уйрăм предпринимательсем те витĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ. Унта уйрăмах Александр Рипановăн, Геннадий Бахтеровăн, Геннадий Таборкинăн, Александр Чапрасовăн тата Анатолий Салаевăн тÿпи пысăк. Çул тăвас ĕç питĕ йывăр пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Малтанах çул айккинчи йăмрасене, вĕсен тымарĕсене кăкласа тасатмалла, тăпра турттарса тикĕслемелле. Укçи-тенки те нумай кирлĕ. Кăçал тумалли ĕç калăпăшĕ пысăк. Тĕллевсене пурнăçласчĕ-ха. Тротуарсем сарас ĕмĕт те пур. Ял малалла аталантăр тесен хамăрăн тăрăшмалла...

— Ял депутачĕсем çак ĕçе хутшăнаççĕ-и?

— Депутатсемсĕр ку ĕçе ниепле те вырăнтан хускатма çук. Ял шăпишĕн кулянакан район тата ял депутачĕсене Н.И.Чумакова, З.Н.Максимова, Е.А.Терентьева пирки те ырă сăмахсем калас килет. Урамсем кунран кун илемленсе пыни чуна çĕклет. Çавăнпа та çак ĕçе пурте хутшăнсан çеç пурнăçлама пултаратпăр. Ял айккинче çÿп-çап тăкма та ятарлă вырăн уйăрнине палăртмалла.

— Николай Николаевич, вил тăприсем кашни çулах хутшăнса пыраççĕ, вĕсене мĕнле тирпейлесе тăни, епле палăксем лартни ĕмĕрлĕх канлĕх тупнисене çывăх тăванĕсем мĕнле хисепленине кăтартать. Масар çинчи тирпейлĕхшĕн те пăшăрханма лекет пулĕ?

— Вилнисене сума сăвасси — пирĕн таса тивĕç. Паллах, мана çак ĕçре ялти ватă çынсем сĕнÿ-канашĕсемпе пулăшаççĕ. Уйрăмах И.П.Белкова асăнас килет, вăл пĕртте килте лăпкă лармасть. Унран эпир пурте тĕслĕх илме тăрăшатпăр. Масар çинче тирпейлес тесе çуркунне, Çимĕк кунĕ умĕн, кашни çулах субботник йĕркелетпĕр. Пĕр çын та айккинче юлмасть çак пархатарлă ĕçрен.

— Ертÿçĕшĕн ĕçри ăнăçу вăл — пăхăнса ĕçлекенсем маттурринче. Эсир хăвăра пулăшакансенчен кама палăртма пултаратăр-ши?

— Пĕр иккĕленмесĕр калатăп: Р.Горбунова пултаруллă ĕçчен юнашар тăрăшни ĕçе кал-кал ярать. Ял поселенийĕн энциклопедийĕ тесе те калас килет çак хĕрарăм пирки. Унран кирек хăш вăхăтра ыйтсан та камăн кил картинче миçе пуç выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп пулнине куç хупмасăр каласа пама пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ ун çинчен ял тăрăхĕнче ырă ят кăна çÿрет.

— Асанкасси ялĕн çыннисем юрă-ташăра ăста, ĕçре те маттур. Акă, культура çурчĕн ертÿçине Иван Портнов сăвăçа тата композитора таврара пĕлмен çын та çук. Тата та пур-и ун пек талантлă çынсем сирĕн тăрăхра?

— Çапла, концерт тавраш ирттересси пирĕншĕн йывăрлăх нихçан та кăларса тăратман. Е.Маштановăсăр, Т.Беловăсăр, О.Стасюксăр, И.Карповăсăр, В.Беловăсăр, Р.Ивановăсăр пĕр савăнăçлă мероприяти те иртмест. «Кам мĕнле ĕçлет — çапла канать»,— теççĕ халăхра. Асанкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен пушă вăхăчĕ интереслĕ ирттĕр тесе сахал мар тăрăшаççĕ культура ĕçченĕсем.

— Яла юлас текен çамрăксен шучĕ чакмасть-и? Социаллă тÿлевпе усă курса иртнĕ çул çурт-йĕрлĕ пулса тăнисем нумайăн пулчĕç-и?

— 2009 çулта «Çамрăк çемье» республика программипе усă курса виçĕ çемье çурт-йĕрлĕ пулчĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнмалли вырăнсăр нушаланакансен списокĕнче черетре тăракан çемьесем татах та пур. Кăçал та асăннă программăпа усă курас текенсене палăртнă. Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен çамрăксем — ял пуласлăхĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика