АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисене хÿтĕлесси — пирĕн тĕллев

30 января 2010 г.

 

Тĕнчери финанс кризисĕн палăрăмĕсенчен пĕри — çынсем ĕçсĕр юлни. Вăхăт таппи районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен ĕçне те улшăнусем кĕртнĕ. Çакна районти ĕçпе тивĕçтерекен центрти кăтартусем те уççăмăнах палăртаççĕ. Кунта тăрăшакансем вара ĕç вырăнĕсем тупса парассипе, çĕнĕ профессие алла илме пулăшас тĕллевпе тăрăшсах ĕçлеççĕ. Килсе çÿрекенсем те вĕсен ĕçĕпе, паллах, кăмăллă. Специалистсем вун-вун ыйту çине хурав пама яланах хатĕр.

2009 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе, малашнехи плансемпе ертсе пыракан специалист Л.Н.Иванова паллаштарма килĕшрĕ.

— Тĕрĕссипе, юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра ĕçсĕр юлнисен хисепĕ ÿсни палăрать. Иртнĕ çул тĕрлĕ сăлтава пула çак йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ 1514 çын пирĕн пата килчĕ, ку 2008 çулхинчен 476 çын ытларах. Вĕсен йышĕнче ĕç вырăнне хăйсен ирĕкĕпе пăрахнисем те, çамрăк специалистсем те, аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен, училищĕрен, шкулсенчен вĕренсе тухнисем те пур. 1256 çынна ĕçе вырнаçтарма май тупрăмăр. Паянхи кун учетра тăракансене те кĕске вăхăтрах ĕç тупса парас енĕпе çине тăрсах тăрăшатпăр. Ятарлă планпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр, кашнин пĕлÿ шайне, квалификацине кура тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупса паратпăр. Палăртма та кăмăллă, районти организацисемпе, предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлени кулленех пулăшу парать. Ĕç вакансийĕсем пурри те савăнтарать.

Пирĕн службан ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Тĕслĕхрен, çынсене ĕç тупса панипе пĕрлех çĕнĕ професси вĕренме туса памалла. Çак тĕллевпех ятарлă курссем йĕркеленĕ, ĕçсĕррисем хăйсен пĕлÿ шайне ÿстереççĕ. Тĕпрен илсен, рабочи специальноçĕсене алла илеççĕ. Центр хăйĕн ĕçне вăхăт таппи витĕмĕпе йĕркелеме тăрăшать.

Çул çитмен çамрăксемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлетпĕр. Сахал тупăш илекен çемьесенче çитĕнекен ачасене каникул вăхă-тĕнче вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси те пирĕн çинче. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр вĕренÿрен пушă вăхăтра çул çитмен 397 çамрăк тавралăха тирпей-илем кĕртес, аслă ăрури çынсене социаллă пулăшу парас çĕрте тăрăшнă. Обществăлла ĕçе те явăçтарнă вĕсене.

Çынсене ĕçпе тивĕçтерме йышăннă ятарлă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿлĕн, 2009 çулта 829 çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме май тупрăмăр. Вĕсенчен 444-шĕ обществăлла ĕçе хутшăннă, тин çеç вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернĕ 4 çамрăк хăйсен профессийĕпе ĕçлесе пăхнă, опыт пухнă.

Ĕçлемен граждансене, центрта шута илнисене психологсен пулăшăвĕпе тивĕçтертĕмĕр, социаллă адаптаци тапхăрĕнчи программăпа килĕшÿллĕн вĕсен хушшинче тĕрлĕ мероприяти, семинар ирттеретпĕр.

Ваканси ярмăрккин пĕлтерĕшĕ те пысăк тесе шутлатпăр. Пушă ĕç вырăнĕсем пур предприяти ертÿçисемпе ĕçсĕррисем пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ. Пĕлтĕр кун йышши икĕ ярмаркка ирттернĕ.

Центр пулăшĕвĕпе усă куракансем вăл е ку информацие вăхăтра илеççĕ. Професси суйласа илес тата ăна улăштарас текенсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатпăр. Сăмахран, предприниматель пулма шухăшлакан 42 çынна пулăшу патăмăр. Вĕсенчен 40-шне хăйсен ĕçне йĕркелеме укçа-тенкĕпе те тивĕçтертĕмĕр. Кăна ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр.

— Программа тухăçлă ĕçлет пулсассăн, пулăшу илнисем мĕнлĕ ĕçе пуçăнма палăртаççĕ? Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, укçа-тенкĕне тÿрех алла тыттармаççĕ. Кунта ятарлă бизнес-план кирлĕ пулас.

— Ку чăнах та çапла. Пирĕн патра учетра тăракансен хăйсен ĕçне пуçăнма бизнес-план ха-тĕрлемелле. Паракан укçа-тенкĕне мĕнле тăкакласса хут çинче ĕнентермелле. Учетри ĕçсĕр çын бизнес-план тăратсан, унăн ĕçне ятарлă комисси пăхса тухать, хаклать. Ун хыççăн çеç укçа-тенкĕ уйăрма йышăнать. Ĕçсĕррисем мăйракаллă шултра выльăх, кролик, сысна ĕрчетме, йывăçран тĕрлĕ япала тăвас тĕллевпе бизнес-план хатĕрлеççĕ. Районта пурăнакан 40 çын çак тĕллевпе ĕçе пуçăннă та. Ыттисем те ку енĕпе тăрăшма пултараççĕ.

— Çулталăк тин çеç пуçланчĕ пулин те, иртнĕ çулхипе танлаштарсан уйрăмлăхсем пур-и?

— Ĕç рынокĕ пĕр вырăнта тăмасть пулин те, пирĕн районти лару-тăру япăх мар тесе калас килет. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 174 çын учетра тăнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ — хĕрарăмсем. Пурне те ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси — пирĕн тĕллев. Малашне те тĕрлĕ мероприятисем, семинарсем, курссем ирттерме палăртатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика