30 января 2010 г.
2009 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче 374-ФЗ номерлĕ Федераллă саккун йышăннă. Унта РФ Налук кодексне тата ытти законодательство акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен каланă. Çĕнĕ саккун кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн, ЗАГС органĕсенче тÿлемелли патшалăх пошлинисен виçисем ÿсеççĕ.
Мăшăрланнине регистрациленĕшĕн патшалăх пошлини ÿсмен. Вăл 200 тенкех юлнă пулсан (кунта свидетельство пани те кĕрет), мăшăртан уйрăлнине ЗАГС органĕсенче регистрациленишĕн çакăн пек хаксем тума палăртнă:
— мăшăрсем калаçса татăлса уйрăлсан, енчен те вĕсен çул çитмен ачасем çук-тăк,— кашнинчен 400-шер тенкĕ;
— судпа уйрăлсан — кашнийĕнчен 400-шер тенкĕ;
— арăмĕ е упăшки çеç заявлени парсан (мăшăртан пĕри ăçта пулнине пĕлмесен, вăл ĕçлеме пултараймасан е преступлени тунăшăн 3 çултан ытлараха ирĕкрен хăтарнă пулсан) — 200 тенкĕ.
Ашшĕ кам пулнине ĕнентернине регистрациленĕшĕн, кунта свидетельство пани те кĕрет,— 200 тенкĕ.
Ят ылмаштарнăшăн 1000 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Граждансен харпăрлăхне ĕнентерекен документа улшăнусем, тÿрлетÿсем кĕртнишĕн хыснана 400 тенкĕ хывмалла. Кирек мĕнле свидетельство та çĕнĕрен илнĕшĕн (дубликат) – 200 тенкĕ. ЗАГС органĕсен архивĕнчен уйрăм çынсене справка панăшăн малтанхи пек 50 тенкĕ мар, 100 тенкĕ хывтарĕç. Ют çĕршыва тухса кайнă чухне кашни документ çине апостиль ларттарма 1500-шер тенкĕ кăларса хума тивĕ. Ют çĕршыв территорийĕнчен документ ыйтса илнĕшĕн кашниншĕн 200 тенкĕ тÿлемелле.
Ашшĕ камне палăртсан çурални çинчен калакан свидетельствăна улшăнусем кĕртнĕшĕн халь пошлина тÿлеттермелле мар йышăннă. Маларах çак пулăшу 200 тенкĕ тăнă. РФ Налук кодексĕнчи «Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнакан граждансен акчĕсене çырнăшăн, архивран справка панăшăн тÿлеттермелле мар» тенине халĕ пăрахăçланă.
Источник: "Каçал Ен"